пултарулăх

19 Нарăс, 2014

Савнă ялăм вунă çултан...

Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Татьяна Петрова сăвă-калав хайлама кăмăллакансемпе уроксем хыççăн «Çамрăк çыравçă», «Радиокорреспондент» кружоксенче занятисем ирттерет.

8 Нарăс, 2014

Чăваш чăваш патнех туртăнать

Йăхташăмăрсем чăваш пулса çуралнишĕн мухтанни çинчен тăтăш çыратпăр. Тĕнчипех саланнă халăхăн пурнăçĕ пире çав тери кăсăклантарать. Йăх тымарĕ, тăванлăх туйăмĕ, аслă ăру пехилĕ пур чăваша та вăй парса тăнине туяс килет.

8 Нарăс, 2014

Украина театрĕн мухтавĕ

Харьковри оперăпа балет театрĕн пысăк залĕнче тăвăллăн алă çупни илтĕнет. Куракансем: «Маттур!» - кăшкăрса сцена çине чечек çыххисем ывăтаççĕ. Балерина спектакле килнисене тав туса пуç таять. Халь-халь куççуль юхса анасса туять вăл. Çавăнпах куçне чечек çыххипе хупласа чаршав хыçĕнче çухалать.

1 Нарăс, 2014

Çуркунне çитсен...

Кÿкеçри лицейра 8-мĕш класра вĕренекен Анна Васильева çинчен амăшĕ Нина Николаевна тĕлĕнмелле ăшшăн каласа кăтартать. Аня мĕн пĕчĕкрен чăваш юрри-кĕввине килĕштерет. Амăшĕ сăпка юрри чăвашла шăрантарнă май ыйха путнă Аня. Кăшт ÿсерехпе çывăрма вăхăт çитсен хăех çав юрă кĕввине ĕнĕрленĕ.

29 Кăрлач, 2014

Унра - иксĕлми вăй-хал

Çакăн пек çынсем пирĕн хушăра пурри малашлăха çутă сăрăсемпе ÿкерфырри çеç мар, усалли те сахал мар пулнă. Апла пулин те вăл нихăçан та пуçне усман, ыттисене хавхалантарма мехел çитернĕ. Çавăнпах-тăр вăл ял-йыш, кÿршĕ-аршă хисепне çĕнсе илнĕ.

Pages