Инкек сăлтавĕсенчен пĕри — ÿсĕр водитель
Чăваш Енри çулсем çинчи лару-тăрупа паллаштарма ытларикун журналистсене Республикăри ШĔМĕн ÇÇХПИ Управленийĕн ертÿçи Владимир Романов пуçтарчĕ.
Патшалăх автоинспекцийĕнче ĕçлекенсемшĕн тĕп вырăнта — ÿсĕрле тунă аварисем, ачасене лартса çÿресси, çуран çÿрекенсем ятарлă вырăнта каçманран пулнă инкексем, ПАИ ĕçченĕсем взятка илни. Шăпах çак ыйтусем тавра калаçу пуçарчĕ те полици полковникĕ.