Хĕрÿ тапхăр - умра

15 Утă, 2016

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулас текен кандидатсене йышăнассине вĕçленĕ. Ведомство ертÿçи республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри çакă пулчĕ. «Лăпкă, ĕç-хĕл палăртнă йĕркепе пулса пырать», — РФ Патшалăх Думин çиччĕмĕш тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн улттăмĕш суйлавĕсене хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарнă май пĕтĕмлетрĕ ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков.

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче — хăй тĕллĕн тăратакан кандидатсен, 13-мĕшĕнче парти сĕнекеннисен докуменчĕсене йышăнма пăрахнă. Çапла вара, Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх, республикăри икĕ округран — 37-мĕш Канаш тата 38-мĕш Шупашкар округĕсенчен — РФ Патшалăх Думин суйлавне хутшăнма тăхăр кандидата регистрациленĕ. Çиччĕшĕ — хăйсене хăйсем сĕннисем, иккĕшĕ — РЛДП партирен. «Çав вăхăтрах 37-мĕш Канаш округĕнчен иккĕн — икĕ Аксаков — суйлав марафонĕнчен тухса ÿкнĕ, — пĕлтерчĕ А.Цветков. — Пĕри — хăй ирĕкĕпе, теприн темиçе çул каялла йывăр преступлени тунăран 2019 çулччен нихăш шайри суйлава та хутшăнма ирĕк çук».

Республикăра авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕ те иртет. Унăн йĕрки пилĕк çул каяллахи пекех, пысăк улшăнусем çук. «22 çын парти списокĕпе, 22 çын пĕр мандатлă округпа каять, — уçăмлатрĕ ТСК председателĕ. — Хальхи вăхăтра пĕр мандатлă икĕ округпа 40 çын хăйсен кандидатурине тăратнă. Тĕп партисем хальлĕхе хăйсен çыннисене сĕнмен-ха».

Тĕп партисем, электоратшăн уйрăмах пĕлтерĕшлисем — РФ Патшалăх Думинче тăракан политика партийĕсем, «вăййа» хутшăнсан лару-тăру хĕрÿленесси куçкĕрет. Хальлĕхе вĕсенчен чылайăшĕ шăпăрт-ха. Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх — «Российская партия пенсионеров за справедливость» партин Чăваш регион уйрăмĕ, «Патриоты России» партин Чăваш регион уйрăмĕ хăйсен кандидатурисене тăратнă. Çавăн пекех парламент партийĕсенчен чи малтан коммунистсем пĕрлехи округпа суйлава хутшăнма 67 çын сĕннĕ. Тĕп суйлав комиссийĕ çитес вăхăтра РЛДП, «Гражданская платформа» парти хăйсен списокĕсене тăратасса кĕтеççĕ. Вĕсем конференцисем ирттернĕ, кандидатсене палăртнă. «Пур парти те, уйрăмах парламентри тăватă парти, хăйсен списокĕсене тăратнă хыççăн суйлав умĕнхи лару-тăру мĕнле пулассине курма, суйлавра камăн çĕнтерес шанăç пысăкраххине палăртма май килĕ», — терĕ А.Цветков.

Суйлав комиссийĕсем çеç мар, право хуралĕн органĕсем те суйлава тĕплĕ хатĕрленеççĕ, оперативлă штабсем йĕркелеççĕ, йĕркене пăснă кашни тĕслĕхе шута илме, явап тыттарма палăртаççĕ. Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх — кăçалхи суйлавра видеосăнав хатĕрĕсене вырнаçтармаççĕ. «Ростелеком» ку ĕç-хĕле 25 миллион тенкĕпе пурнăçлама хатĕррине пĕлтернĕ. Анчах Чăваш Республикин бюджетĕнче ку тĕллевпе укçа пăхса хăварман. Суйлав ирттермешкĕн пĕтĕмпе 42 миллион тенке яхăн уйăрма палăртнă. А.Цветков çирĕплетнĕ тăрăх — çĕршыв тата республика шайĕнчи суйлавсене пĕрле тата пĕр кунра ирттерни тăкаксене чылай пĕчĕклетме май парать.

Суйлав марафонĕ йăл илсе пынă май саккун йĕркине пăснă тĕслĕхсем пулман-и? Журналистсем Тĕп суйлав комиссине çакăн çинчен систерекен çăхавсем килнипе те кăсăкланчĕç. «Килеççĕ, анчах нумай мар, — пĕлтерчĕ ведомство ертÿçи. — Вĕсем, тĕпрен илсен, хулари баннерсенчи сăнÿкерчĕксемпе çыхăннă. Акă Л.Черкесовпа Н.Малов сăнĕсем çакăнса тăни çинчен пĕлтерчĕç. Вĕсем вырăна тухса тĕрĕсленĕ вăхăтра çукчĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пĕр партие хирĕçле агитаци материалĕсем сарни çинчен асăрхаттарчĕç. Хальхи вăхăтра ун тĕлĕшпе право хуралĕн органĕсем ĕçлеççĕ».

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.