Чăваш Ен кунне халалланă "Раççей регионĕсем - çитĕнĕвĕн çĕнĕ хутлăхĕсем" X Шупашкар экономика форумĕ республика тĕп хулинче çĕртме уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче иртет.
«Тăваттăмĕш антимонополи пакечĕ» вăя кĕнĕренпе, пĕлтĕрхи кăрлач уйăхĕнчен, асăрхаттарусен шучĕ 3 хут ÿснĕ, монополие хирĕçле тата административлă майпа пуçарнă ĕçсен шучĕ вара 2,7 тата 2,3 хут чакнă.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин эрнекун çĕршыври тата чикĕ леш енчи журналистсем валли пысăк пресс-конференци ирттерчĕ. Шучĕпе вăл 12-мĕш пулчĕ. Тăватă сехете яхăн тăсăлнă тĕлпулура Владимир Владимирович массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсен пилĕк теçеткене яхăн ыйтăвне хуравлама ĕлкĕрчĕ. «Хыпар» паян Президент хуравĕсен уйрăмах пĕлтерĕшлĕ сыпăкĕсемпе кĕскен паллаштарать.
Владимир Владимирович черетлĕ пресс-конференцие умсăмахсăрах пуçларĕ, çакăн пирки хăйĕн пулăшаканĕсемпе калаçса татăлнине пĕлтерчĕ. “Ыйту-хурав” формата, йăлана кĕнĕ тăрăх, Кремле çывăх журналистсем пуçларĕç. “Маяк” радиостанци пурне те хумхантаракан ыйтăва çĕклерĕ — Раççей экономики хăш шайра паян? Тĕпне хăçан çитетпĕр? Çав вăхăтрах иртнĕ пресс-конференцире Владимир Путин журналистсен кăмăлне кулăшпа çĕклеме тăрăшнине аса илтерчĕ. “2015 çул шурă йăрăмлă пулчĕ”. Халĕ мĕнле йăрăм çинче эпир — шурри-и е хури-и?