пресс-конференци

29 Раштав, 2015

Danone каять, анчах республикăра сĕт продукцийĕн дефицичĕ пулмĕ

Çакăн çинчен республикăн виçĕ министрĕ тата тĕп хула пуçлăхĕ шăматкун журналистсене пухса ирттернĕ пресс-конференцире пĕлтерчĕç, ĕç-пуçа ăнлантарса пачĕç.

Danone компани хăйĕн Раççейри икĕ заводне хупать - Томскрине тата... Шупашкартине.

- Лайăх хыпар тееймĕн, - калаçăва пуçларĕ экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин. - Паллах, 140 ытла çын ĕçсĕр юлать те - вĕсене ĕçпе тивĕçтерес ыйтупа çине тăрсах ĕçлĕпĕр. Палăртни вырăнлă: пурте паянах ĕçрен каймаççĕ - çак процесс 4-5 уйăха тăсăлĕ, юлашки çынна çитес çулхи çу уйăхĕнче ĕçрен хăтарма палăртнă.

25 Раштав, 2015

Çĕнĕ çул ыррипе çеç асра юлтăр

Пушарсемпе çыхăннă лару-тăру, пиротехникăна туяннă чухне мĕн шута илмелли, Çĕнĕ çулпа çыхăннă уяв кунĕсенчи асăрханулăх - шăпах çак ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор ирттернĕ пресс-конференцире.

24 Раштав, 2015

Тĕнчери лару-тăру йывăр пулсан та…

Журналистсене мĕн интереслентерет? Халăха мĕн канăçсăрлантарать? Раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин калем ăстисемпе тĕл пулнă. Çулсерен иртекен пресс-конференцие хутшăнакансен йышĕ ÿссе пынине палăртмалла. Кăçал унта каймашкăн 1,4 пин журналист аккредитациленнĕ.

22 Раштав, 2015

Владимир Путин: Тăнăçлăх паллисем пур

Иртнĕ кĕçнерникун Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыври тата тĕнчери журналистсемпе курнăçрĕ. Шучĕпе ку унăн çакнашкал пысăк 11-мĕш пресс-конференцийĕ пулчĕ.

19 Раштав, 2015

Халăха мĕн хумхантарать?

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çулталăк вĕçĕнче пысăк пресс-конференци ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал 3 сехет те 10 минут тăсăлчĕ вăл. Çĕршыв ертÿçи 39 ыйтăва хуравларĕ.

Pages