Инкек сăлтавĕсенчен пĕри — ÿсĕр водитель

30 Утă, 2016

Чăваш Енри çулсем çинчи лару-тăрупа паллаштарма ытларикун журналистсене Республикăри ШĔМĕн ÇÇХПИ Управленийĕн ертÿçи Владимир Романов пуçтарчĕ.

Патшалăх автоинспекцийĕнче ĕçле­кенсемшĕн тĕп вырăнта — ÿсĕрле ту­нă аварисем, ачасене лартса çÿресси, çуран çÿрекенсем ятарлă вырăнта каçманран пулнă инкексем, ПАИ ĕçченĕсем взятка илни. Шăпах çак ыйтусем тавра калаçу пуçарчĕ те полици полковникĕ.

Кăçалхи 6 уйăхра республикăри çулсем çинче 624 инкек пулнă, вĕсенче 76 çын вилнĕ /3-шĕ 16 çул тултарман/, 806 çын аманнă /83 ача/. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан сахалрах ку. 2007 çулта республикăри çулсем çинче 329 çын вилнĕ, пĕлтĕр — 208. Çакна çул çинчи инкексенче вилнĕ çынсен шутне чакарма хатĕрленĕ федерацин ятарлă программи Чăваш Енре лайăх ĕçленипе сăлтавларĕ Владимир Геннадьевич. Ăна 2020 çулчченех пурнăçлама палăртнă. Эппин, малашне те ĕçлемелли нумай-ха.

Кăтартусене лайăхлатма трасса çинче хирĕçле икĕ ене уйăракан карта тытни те пулăшнине палăртать Владимир Романов. Кун пек хирĕç килекен машинăпа çапăнас хăрушлăх чакать-çке.

Çул çинчи тепĕр инкек — ÿсĕр водительсем. Вĕсен шучĕ чакать пулин те кашни 7-мĕш авари шăпах вĕсене пула сиксе тухать. 17 çын шăпах çак сăлтава пула вилнĕ. Ÿсĕрле пĕрре çакланнисем те руль умне тепĕр хутчен хĕрĕнкĕ ларма именмеççĕ. Çакна шута илсех нумаях пулмасть çĕнĕлĕх те кĕртнĕччĕ. Халĕ участковăйсен те хăйсен территорийĕнче ÿсĕр водитель тĕлĕшпе протокол çырма ирĕк пур. Ара, куç умĕнчи лайăхрах курăнать-çке.

«Ÿсĕр водитель» операци пирки уйрăм сăмах пулчĕ. Паллах, унăн витĕмĕ пурах. Акă çĕртмен 22-24-мĕшĕсенче çеç республикăра 80 хĕрĕнкĕ водителе чарнă.

— Рейд пуласса пĕлеççĕ-çке. Çав кунсенче те пулин тухас марччĕ. Çук, пурпĕр руль умне лараççĕ, — тĕлĕннине пытармасть Владимир Геннадьевич.

Çул çинчи йĕркесĕрлĕхе палăртма фотофиксаци приборĕсем те пулăшаççĕ. Шăпах вĕсене пула административлă правăна пăснă 320 пин яхăн тĕслĕхе палăртма май килнĕ. Çур çулта правилăсене пăснăшăн 245 миллион тенкĕлĕх штраф хунă, 206-шне шыраса илнĕ те. Малтанхи 20 кунра çуррине çеç тÿлеме ирĕк пурри те витĕм кÿрет-мĕн.

ПАИ ĕçченĕсем преступленисене уçăмлатас ĕçре те палăраççĕ. Вăрланă 28 машинăна пурне те тупнă, агрегат номерĕсене улăштарнă 86 автомашинăна асăрханă.

Хăть те хăш çул çинче те разметка пулмалли паллă. Ку та йĕркене пăхăнма пулăшать. Çав вăхăтрах çуран çÿрекенсен «çутатакан» япала тăхăнмалли йĕрке пурнăçланмасть. Ялти пĕр çын та тĕттĕм вăхăтра çул çинче пынă чухне палăрмасть. Çавăнпах кустăрма айне пулаççĕ те. Машина çутинче ялтăракан тум е тетте хамăра хăрушсăрлăхра туйма пулăшине кашнин пĕлмелле!

— Темле пулсан та чи малта — профилактика. Çынсене хăрушсăрлăха пăхăнма вĕрентесси. Кунта пире эсир те, МИХсем, нумай пулăшатăр, тав сире, — терĕ Владимр Романов.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.