Патшалăх пулăшăвĕ

7 Çĕртме, 2016

Аслă ăру çыннисене - компенсаци

Кăçалхи ака уйăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Граждансен уйрăм категорине нумай хваттерлĕ çуртри пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама взнос тÿлес енĕпе социаллă пулăшу парасси çинчен» саккуна алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн 70 тата 80 çулсенчи ватăсем тăкакланнăшăн компенсацие тивĕçеççĕ.

12 Пуш, 2016

Ку çуртра ĕмĕт пурнăçланать

Иртнĕ çул Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр çитĕннĕ ачасем валли виçĕ хутлă çурт хăпартнă. Кашни хутра - пилĕкшер хваттер. Патшалăх пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерниех - пысăк савăнăç. Малашне утас çула такăрлатма тата ĕмĕте çитерме çамрăк ăрун хăйĕнех тăрăшмалла.

12 Авăн, 2015

Любимовсем - пĕрремĕшсем...

2013 çулта Шупашкарта тата Муркаш районĕнче пурăнакан нумай ачаллă çемьесене Катькас тăрăхĕнче çĕр пама пуçларĕç. Вăл республикăн тĕп хулинчен 30 ытла çухрăмра вырнаçнă. Мĕнлерех лару-тăру унта паян? Çакна уçăмлатма ятарласах çула тухрăмăр.

Pages