20 пин тенке кам тивĕçет?

3 Утă, 2015

Нумай пулмасть амăшĕн капиталĕн шутĕнчен пĕр хут тÿлев, 20 пин тенкĕ, параççĕ тенине илтрĕм. Тĕрĕсех-ши сас-хура?

Анна Савельева. Элĕк районĕ.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - 2015 çулта амăшĕн капиталĕн шутĕнчен пĕр хут тÿлев - 20 пин тенкĕ - пама пуçланă ĕнтĕ. Укçапа çемье хăйне пĕлнĕ пек усă курма пултарать. Чи малтан ăна республикăра май уйăхĕнчех ыйтса çырнă 5,5 пин çемье тивĕçĕ. РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - çак тĕллевпе илекенсен счечĕ çине пĕтĕмпе 109 млн тенкĕ куçарса параççĕ. Ачаллă çемьесем ытларах 20-шер пин тенкĕ илеççĕ. Амăшĕн капиталне пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатма, ачисене вĕрентме тăкакланă хыççăн юлнă укçаран тивекен тÿлев хисепĕ пĕчĕкрех.

Çĕршывра пĕр хутчен паракан тÿлеве илме майăн 5-мĕшĕнчех заявлени йышăнма тытăннă. Ыйтăва пăхса тухнă хыççăн икĕ уйăх иртиччен /заявлени панă кунран шутласа/ укçана счет çине куçарса параççĕ. Енчен ăна памасан кун пирки çырса пĕлтереççĕ. Амăшĕн капиталĕпе туллин усă курнă пулсан, сертификат хуçи Раççейре пурăнмасан, ашшĕ-амăшĕн правинчен чакарсан, ачана хирĕçле преступлени тусан укçа тивмест.

Патшалăх пулăшăвне илме 2016 çулхи март уйăхĕ вĕçлениччен РФ Пенси фончĕн вырăнти органне е нумай тĕллевлĕ центрсене /МФЦ/ ыйтса çырмалла.

Пĕр хут паракан тÿлеве 2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçнĕ тата капиталпа туллин усă курман çемьесем илĕç. 20 пин тенке е унран пĕчĕкрех хисепе вĕсем ача миçе çула çитнине пăхмасăр тивĕçĕç.

Заявлени бланкĕ Раççей Пенси фончĕн официаллă сайтĕнче, «Регионра пурăнакансем валли информаци» уйрăмра пур. Унта СНИЛС номерне, амăшĕн капиталĕн сертификат номерне, серине кăтартмалла. Пĕрле паспорт, счет реквизичĕ пирки банк панă справка кирлĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.