Ку çуртра ĕмĕт пурнăçланать

12 Пуш, 2016

Иртнĕ çул Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр çитĕннĕ ачасем валли виçĕ хутлă çурт хăпартнă. Кашни хутра - пилĕкшер хваттер. Патшалăх пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерниех - пысăк савăнăç. Малашне утас çула такăрлатма тата ĕмĕте çитерме çамрăк ăрун хăйĕнех тăрăшмалла.

Шалта хăтлă та тирпейлĕ. Алăкран кĕрсенех ача кÿми куç тĕлне пулчĕ. Киле кĕртмен, апла тăк ăна никам та тытмасса пĕлеççĕ çамрăксем. Ахăртнех, çакăнта хăйсене пĕр çемьери пекех туяççĕ вĕсем.

Эпир виççĕмĕш хутра пурăнакансемпе паллашма тĕв турăмăр. «Мешковсем эпир», - терĕç пире кĕтсе илекенсем. Николайпа Марина кăна мар, вĕсен ултă уйăхри ывăлĕ Алексей те хăна килнĕшĕн хĕпĕртерĕ. Çĕнĕ çĕрте, паллах, хитре. Мĕн кирли йăлтах пур.

Кил хуçи çамрăк ашшĕсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнчех. Урамра тĕлли-паллисĕр çÿрес шухăш çук унăн. Вунтăххăрти Николай куç тулли ывăлне çитерет, ĕçтерет, çывăрма вырттарать. Çав вăхăтрах унăн кĕпи-йĕмне улăштарать вăл. Нумаях пулмасть амăшне хăйĕн йăмăкĕпе шăллăне пăхма пулăшнă çамрăк, çавăнпах нимĕнле ĕç те хăратмасть ăна. Николай пĕчĕккисен кăмăлне тупма пĕлнине тÿрех асăрхама пулать. Ахальтен мар мăшăрĕ çине ытараймасăр пăхать Марина.

Интернет урлă паллашнă

Вĕсем Интернет урлă социаллă сетьре паллашнă. 2013 çулта тавлашса тенĕ пек пĕр-пĕрин патне çыру хыççăн çыру вĕçтерме пуçланă. Чун тĕпĕнчи вăрттăнлăхсене уçнă, пĕрле ĕмĕтленнĕ, тунсăхланă. Шăпах çакă пĕр-пĕриншĕн çуралнине туйса илме май панă çамрăксене.

Паллах, кашнинех юратакан çынпа юнашар пулас килет. Анчах Николайпа Марина часах тĕл пулайман, мĕншĕн тесен Муркаш районĕпе Челябинск хушши - пин çухрăм ытла.

Инçе çула кĕскетсе чи малтан Николай Чăваш Республикине персе çитнĕ. Ун чухнех килĕштернĕ пирĕн тăрăха. Каччă Маринăн тăванĕсемпе тÿрех пĕр чĕлхе тупнине палăртса хăвармалла. Çамрăк савнийĕн кукамăшĕ патне чечек çыххипе, парнепе пынă. Вăл ватă çынна хисеп тунине ырламалла çеç.

Николайăн çывăх çыннисем те хăйне ăшшăн йышăннине хăпартланса каласа кăтартать çамрăк арăм. Халĕ хуняшшĕпе хунямăшĕ мăнукне курма килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Пĕрре мăшăрланичченех Николайпа Марина мотоциклпа Челябинска кайма тухнă. Ĕпхÿ хулине çитеспе аварие лекнĕ вĕсем. Каччă пĕççине, аллине хуçнă. Хĕре ытларах ăнăçнă, вăл суранланманпа пĕрех. Çакăн хыççăн яш больницăра чылай вăхăт сипленнĕ. Марина ун çумĕнчен пăрăнман. Кайран Челябинска та пĕрлех кайнă. Çамрăксене çыхăнтаракан туйăм кунсерен вăйланса пыни иккĕлентермест. Кайран Николайпа Марина тăванĕсене туй кĕрекине пуçтарнă.

Халĕ вĕсем телейлĕ. Арăмĕпе упăшки çур сăмахранах пĕр-пĕрне ăнланаççĕ, пур ĕçе те пĕрле пурнăçлаççĕ.

Кукамай ăшшине шеллемен

«Манăн кукамай Мария Пагеева 12 ача çитĕнтернĕ. Улттăшне хăй çуратнă. Тепĕр улттăшĕ - хĕрĕн тĕпренчĕкĕсем. Вăл пирĕншĕн хăйĕн ăшшине шеллемен», - палăртать Марина Мешкова. Вуннăра ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă вăл. Хунтăкассинчи Мария Александровна мăнукĕсене хăйĕн çунатти айне илнĕ. Пысăк чĕреллĕ хĕрарăм 87 çула çитнĕ ĕнтĕ. Вăл çывăх çыннисене пĕрмай кĕтет. Çавăнпах тăванĕсем унăн килĕнче тăтăш хăналанаççĕ.

«Аттепе анне пурнăçран уйрăлсан чунра çав тери йывăрччĕ. Çапах кукамай пулăшнипе йăлтах йĕркеленчĕ. Ача чухне лашапа ярăнма юрататтăм. Халĕ волейболла вылясси - чун киленĕçĕ», - тет çĕнĕ пĕлĕш.

Марина - штукатур-маляра, Николай тракториста вĕреннĕ. Малашлăхра вĕсем хăйсене килĕшекен ĕç тупма ĕмĕтленеççĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.