Шупашкарта Никольский вулавĕ иртĕ
Чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалласа Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Никольский вулавĕсем уçăлĕç.
Республика шайĕнче иртекен ăслăлăх-практика конференцийĕн тĕллевĕсен шутĕнче - вĕрентекенсен опычĕпе паллаштарасси, педагогсене ăслăлăх-тĕпчев, теори тата практика ĕç-хĕлне анлăрах явăçтарасси.