астăвăм

3 Çурла, 2018

«Чунра çук тăк кăвар – пурнăçу пурнăç мар»

Альпăрт Канаш… Сăвăласа çырнă хайлавсене юратса вулакансемшĕн ку ят çĕнĕ мар. 20-мĕш ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче литературăра паллă йĕр хăварнă сăмах ăсти вăл.

24 Утă, 2018

Илья Прокопьевăн çутă сăнарне асра тытса

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин патшалăх тата общество деятелĕ, КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Илья Павлович Прокопьев пурăннă çурт çине вырнаçтарнă Асăну хăмине уçаççĕ.
И.П.Прокопьевăн çутă сăнарне халăх асĕнче хăварас тĕллевпе ЧР Пуçлăхĕ нарăс уйăхĕнче указ кăларнăччĕ. Çав документпа килĕшÿллĕн тĕп хулари Ленинград урамĕнчи 26-мĕш çурт çине Асăну хăми вырнаçтарма йышăннă.

14 Çу, 2018

Этнос тĕрлĕлĕхĕ чăрмав мар

Кăçал Аслă вĕрентекен, халăха çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине уявларăмăр. Чыслав вĕçленмен-ха, çулталăках тăсăлĕ. Çакна çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче уçăлнă Пĕтĕм Раççейри ăслăлăх-практика конференцийĕ те лайăх çирĕплетет.

Pages