Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчи Турхан ялĕнче çак ялта çуралса ÿснĕ пĕртăван Турхансене — Яккăва, Хĕветĕре тата Энтрие — асăнса палăк уçрĕç.
Шуршăлти А.Г.Николаев космонавт летчикăн Мемориал комплексĕнче паян халăх нихçанхинчен те ытларах пулчĕ. Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 88 çул çитрĕ. Паллă кун ячĕпе Мемориал комплексĕнче савăнăçлă митинг иртĕ, унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.
Шăпах 55 çул каялла — 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче — чăваш каччи Андриян Николаев тĕнче уçлăхне вĕçсе кайнă. Ентешĕмĕрĕн паттăрлăхĕпе паян та мăнаçланатпăр. Ун умĕнче пуç тайса паян тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.
Пĕтĕм Раççейри «Вилĕмсĕр полк» акци çулсеренех вăй илсе, аталанса пырать. Пирĕн ентешсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă та — çавна май вĕсем вăрçăра çапăçнă тăванĕсен портречĕсене йăтса хăйсем халĕ пурăнакан çĕрте утаççĕ. Çапла вара фронта Чăваш Енрен кайнă çĕнтерÿçĕ салтаксем Раççейĕн тĕрлĕ хулинче строя «тăраççĕ».