Космос паттăрне чыслатпăр
11 Aug, 2017 | Культура | Астăвăм

Шăпах 55 çул каялла — 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче — чăваш каччи Андриян Николаев тĕнче уçлăхне вĕçсе кайнă. Ентешĕмĕрĕн паттăрлăхĕпе паян та мăнаçланатпăр. Ун умĕнче пуç тайса паян тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Малтанах Андриян Николаевăн тĕп хулари бюсчĕ тата палăкĕ умне чечек çыххисем хучĕç. Унта космонавтика, общество организацийĕсен ветеранĕсем, уява хутшăнма Раççей тĕп хулинчен килсе çитнĕ космонавтсем, ытти хăна хутшăнчĕç.

Кăнтăрла 12 сехетре хăнасене Андриян Николаевăн тăван ялĕ — Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл — йышăнчĕ. Кунти Мемориал комплексĕнче савăнăçлă митинг иртрĕ.

Малаллахи мероприятисем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртрĕç: 14 сехетре космонавтăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне халалланă курав уçăлчĕ, кăшт каярах «1962 çулхи çурла уйăхне аса илетпĕр» ятпа «çавра сĕтел» тата 16 сехетре Андриян Николаев космоса вĕçнĕренпе 55 çул çитнине халалланă савăнăçлă лару. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Михаил Васильевич çак шухăша палăртрĕ: "Паян чăваш халăхĕшĕн, республикăшăн чăннипех те паллă кун. Ентешĕмĕре хисеплесе кунта килнĕ çынсем, Андриян Григорьевичăн юлташĕсем, космонавтсем, тăванĕсем унăн ятне тата та ытларах çĕклеççĕ. Çĕршыври виççĕмĕш космонавт чăваш çĕрĕнче çуралса ÿснĕшĕн мăнаçланатпăр".

 

Борис ВОЛЫНОВ, СССр космонавт-летчикĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ:

- Шанчăклă юлташчĕ Андриян. Эпĕ унăн дублерĕ пулнă. Халĕ эпир малтанхи отрядран виççĕн-тăваттăн çеç юлтăмăр. Юлташăм кирек мĕнле заданийе те чĕре хушнă пек тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатчĕ. Тăван республикин ырлăхĕшĕн нумай тăрăшрĕ. Эпир çемьесемпе те туслă пурăннă.

Николай БУДАРИН, Раççей космонавт-летчикĕ, Раççей Геройĕ:

- Ентеше çапла сума суни - пысăк чыс. Андриян Григорьевич çакна тивĕç. Вăл кашниншĕн, çав шутра космонавтсемшĕн те, - çутă тĕслĕх.

 

 

Надежда СМИРНОВА. Культура министерствин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Комментари хушас