Илья Прокопьевăн ĕçĕсене манмаççĕ

27 Утă, 2018

Халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнă çынна халăх та яланах асра тытать. Вун-вун çул иртсен те унăн çутă сăнарĕ ялав пек çул кăтартса пынăн туйăнать. Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче нумай çул вăй хунă Илья Прокопьевăн пархатарлă ĕçĕсене манăçа кăлармаççĕ.
90 çула çитсе пĕлтĕр çут тĕнчерен уйрăлса кайнă Илья Павловичăн сăнарне асра хăварас тĕллевпе республика ертÿлĕхĕ ятарлă хушу кăларнă. Ăна пурнăçласа кăçал Шупашкарти «Çĕнĕ хула» микрорайонти пĕр урама ун ятне панă. Паян патшалăх деятелĕ пурăннă çурт /Ленинград урамĕ, 26/ çине çакнă асăну хăмине уçрĕç. Ăна РФ Художниксен союзĕн членĕ Игорь Голубев ăсталанă.
Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. «Ырă та таса чун-чĕреллĕ çынччĕ вăл. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа, юратса тунă. Вăл ĕçленĕ тапхăрта республика çирĕп ура çине тăнă. Шупашкар çултан çул çĕнĕ обьектсемпе пуянланнă: ГЭС, Трактор тăвакансен завочĕ, Чăваш патшалăх университечĕ… Хулара çĕнĕ микрорайонсем, социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисем çĕкленсе ларнă. Унăн ĕçĕсене халăх манмасть», — терĕ Михаил Васильевич.
Илья Прокопьев пурăннă çурт умне унпа пĕрле ĕçленисем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем, республикăри паллă çынсем пухăнчĕç. Акă Валериан Дубинин Илья Павловичпа çума-çумăн чылай çул пĕрле ĕçленĕ, ун чухне ветеран Чăваш Енĕн ял хуçалăх министрĕ пулнă. «Республикăна ертсе пынă пулине те вăл сăпайлăхпа палăрса тăратчĕ. Çивĕч ăс-тăнлă çынччĕ, хăйĕн ĕçне питĕ лайăх пĕлетчĕ, Пур çĕрте те хăйне йĕркеллĕ тытнă, нихăçан та кăшкăрса калаçман. Унпа юнашар хăйсен ĕçне пĕлекен çынсемччĕ, çамрăк специалистсене ĕçе явăçтарма пултаратчĕ», — терĕ Валериан Харитонович. Вĕсем пĕр çуртрах пурăннă, ĕç хыççăн та пĕрле тĕл пулса калаçнă.
«Чăваш обкомĕнче 16 çул пĕрле алла-аллăн тăрăшрăмăр. Кашни кун тĕл пулса калаçаттăмăр. Ун пек ăслă та маттур, çынна хисеплекен ертÿçĕсем сахал пулнă. Нихăçан та хытă сăмах каласа курман вăл пире. Ăна пурте хисеплетчĕç. Тивĕçлĕ канăва тухсан та тĕл пулаттăмăр, пĕрле пулла çÿреттĕмĕр. Вăл ĕмĕрлĕхе ман асăмра юлĕ», — терĕ Анатолий Борцов.
Илья Прокопьева ЧР халăха социаллă хÿтлĕх парассин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Ерусланова та ăшшăн аса илчĕ. «Унăн ячĕ Чăваш Ен историне ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлĕ. Вăл республикăна ертсе пынă вăхăтра Чăваш Ен çĕршывра яланах малти ретре пулнă. Унран ыттисем тĕслĕх илетчĕç, çамрăксем ун пек пулма тăрăшатчĕç», — терĕ Раиса Ильинична.
Инçе çула кĕскетсе Илья Павловичăн хĕрĕ Ирина Хохлова Шупашкара çитнĕ. Вăл пурне те ашшĕне хисеп тунăшăн, ăна манманшăн тав турĕ.
— Атте ялан ĕçреччĕ. Вăл хăйĕн ĕçне питĕ юрататчĕ, халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн вăй-халне те, вăхăтне те шеллеместчĕ. Килте те вăл нихăçан та ахаль лармастчĕ. Пĕччен чухне кĕнеке вулама юрататчĕ. Ун аллинче яланах кăранташчĕ, кĕнекесенчен кирлине çырса илетчĕ. Пенсие тухсан та вăл яланах вĕренетчĕ, пĕлĕвне анлăлататчĕ. Çемьепе пĕрле час-час Атăл леш енне канма каяттăмăр. Анне, Галина Павловна, ăна ялан пулăшса пынă, уншăн çирĕп тĕрев пулнă, — терĕ Ирина Ильинична.
 

Теги: 

Комментари хушас