«Чунра çук тăк кăвар – пурнăçу пурнăç мар»
Альпăрт Канаш… Сăвăласа çырнă хайлавсене юратса вулакансемшĕн ку ят çĕнĕ мар. 20-мĕш ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче литературăра паллă йĕр хăварнă сăмах ăсти вăл.
Чăваш Корчагинĕ тетчĕç ăна хăй вăхăтĕнче. Йывăр чире пула вырăн çинчен тăма пултарайман вăхăтра сăвăсемпе поэмăсем çырнă. Тăван халăха «Сăвăсем» /1960/, «Иккĕмĕш утăм» /1965/, «Шăпчăксем, эп сире итлесе» /1978/, «На наковальне сердца» /1972/ кĕнекесем парнелесе хăварнă. Сăввисенче тăван халăхпа чĕлхене, тавралăха юратнине, юнашар пурăнакансене хисепленине, чăвашлăхшăн тăрăшнине сăнланă. Альпăрт Канаш пурăннă пулсан çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче 90 çул тултармаллаччĕ. Калама çук йывăр лару-тăрура пурăнса пирĕн валли ырă тĕслĕх кăтартса хăварнă вăл. Поэтăн кĕрешĕвĕ пурнăçăн ырă-усал енĕсене курма, этем çул- йĕрне сăнама, ĕмĕр хакне ăнкарма пулăшать.
Альберт Георгиевич Кожанов /Канаш/ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ялĕнче çуралнă, кунтах ĕмĕрне ирттернĕ. Вăл пурăннă çурт çинчи Асăну хăми таçтан аякран курăнать. Çуртпа юнашар Энĕш шывĕ шăнкăртатса юхать. Унăн тепĕр енче — Альберт Канаш вĕреннĕ Октябрьски вăтам шкулĕ. Альпăрт çемьере — иккĕмĕш ача, унран икĕ çул аслăрах пиччĕшĕ тата шăллĕпе йăмăкĕ пулнă. Вĕсен ашшĕ, Хĕрлĕ çар командирĕ, ÿпке чирĕпе хĕне кайса вилнĕ. Тăватă ачине амăшĕ пĕчченех çитĕнтернĕ.
Юрий Кожанов – Альпăрт Канашăн шăллĕ – пиччĕшĕ çинчен çапла аса илет: «Пирĕншĕн вăл асран кайми пиччеçĕм, ялти ват çынсемшĕн – Алимпи! Çапла çепĕççĕн чĕнетчĕ ăна пирĕн юратнă анне». Хăйĕн йывăр ачалăхĕ пирки Альберт Георгиевич çапла çырнă: «Шăмă туберкулезĕ манăн, анне каланă тăрăх, тăватă çула пуссанах пуçланнă... Чире аталанма хамăн канăçсăр кăмăл та — лара-тăра пĕлменни – чылай пулăшнă пулĕ: ача-пăча вăййисенчен те пăрăнса юлмастăм, уй-хир ĕçне те 7-8 çултанах хутшăнма пуçларăм. Тырă вырма уйрăмах юрататтăм, ĕççине шкула каймалли куна кĕтнĕ пекех уявлă туйăмпа пăлханса кĕтеттĕм. Чире вăйланса пымашкăн, паллах, вăрçă тапхăрĕнчи выçăллă-тутăллă пурнăç та пайтах «пулăшнă» ĕнтĕ... Çапла çултан-çул ытларах пусахласа пычĕ те вăл мана. 1946 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче вара – вун саккăра кайнăскере – вырăн çинчен тăраймиех туса хучĕ...»
Апла пулин те унăн чун-чĕринче кĕрешÿ кăварĕ аталанса вăй илнĕ. Николай Островскирен вĕренсе пысăках мар статьясем, унтан сăвăсем çырма тытăннă. Альпăртăн малтанхи хайлавĕсем колхозăн стена хаçатĕнче, «Район тăрăх крокодил утать» сатирăпа кулăш листокĕнче, Октябрьски районĕн «Хĕрлĕ Октябрь» хаçатĕнче пичетленнĕ. «Ялав» журналăн 1953 çулхи çиччĕмĕш номерĕнче унăн сăввисен ярăмĕ кун çути курнă. Митта Ваçлейĕ кун пирки çапла çырнă: «Альберт Канаш инкеке пăхмасăрах, халăхпа пĕрле, пĕр шухăш-кăмăлпа пурăнать... Вăл активлă ялкор, вырăнти хаçат унăн çивĕч сăмахĕсĕр тухмасть. Çакă ĕнтĕ – этем вăй-халĕн çăл куçĕ... Чăнах та, этем тени пултарулăхра иккен! Пултаруллă пулсан этем сывă...»
Унăн тусĕ нумайлансах пынă: тăван республикăн, аслă çĕршывăмăрăн пур кĕтесĕнчен те çырусем килсе тăнă ун патне. 1960 çулта Альберт Канашăн «Сăвăсем» пĕрремĕш кĕнеки тухнă. Ун чухне вăл Киев хулинче Б.К.Бабич профессор патĕнче пулнă. Ăста тухтăр ăна икĕ çула яхăн хăйĕн çĕнĕ меслечĕпе сипленĕ, çавăн чухне ĕнтĕ çирĕм çула яхăн вырăн çинчен çĕкленмен поэтăн нихăçан сÿнмен ĕмĕчĕ çитсе пыма тытăннă: вăл уткалама та пуçланă. Анчах нумайлăха мар. 1966 çул вĕçĕнче унăн чирĕ вăйланнă. «Чунра çук тăк кăвар – пурнăçу пурнăç мар», – тенĕ вăл. Унăн чун-чĕринче яланах вут-кăвар ялкăшса çуннă. Çавăнпа ĕнтĕ вăл Çеçпĕл Мишши пек йыхравлă сăвăсем çырма пултарнă. Анчах поэтăн нумай çул выртса вăйсăрланнă шăм-шакĕ йывăр чире çĕнтереймен. Альпăрт Канашăн чĕри 1968 çулхи çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче тапма чарăннă. Малалла вулас...
Комментари хушас