Комментари хушас

10 Çу, 2018

Блокада витĕр тухнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи пулăмсене, аса илÿсене пирĕн çемьере ăруран ăрăва куçарса пыраççĕ. Унти паттăрсене хисеплеççĕ. Эпĕ те аслисенчен тĕслĕх илетĕп.
Манăн мăн асаттене Мефодий Волков (Павлов) тесе чĕнеççĕ. Вăл çемьери пиллĕкмĕш ача пулнă. Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Мефодий 6 çулта шкула кайнă. Анчах 4 çул çеç вĕренейнĕ. 1934 çулта мăн асатте Мария Антоновăпа çемье çавăрнă. Вăрçă пуçланиччен Мефодий Павлович Ярос-лавльти çарпа тинĕс шкулне вĕренме кайнă. Мăн асаннепе килте виçĕ пĕчĕк тĕпренчĕкĕ юлнă. Мăн асатте пулеметчика виçĕ уйăх вĕреннĕ. Вара ăна тÿрех Ленинграда янă, кайран — Балти флотне. Вăл пулеметчиксен бригадин командирĕ пулнă.
Мефодий Павлович Кенигсбергри çапăçăва хутшăннă. Ленинград блокадине чăтса ирттернĕ. Вăрçăран 1945 çулта таврăннă. (Вăрçа кайнă ялти 116 çынран 65-ĕшĕ çеç килейнĕ).
Мăн асатте 35 çулта чухне сысна фермин ертÿçинче ĕçленĕ, каярах «Мичурино» колхоз председателĕнче вăй хунă. Çак хушăра тепĕр 5 ача çуралнă. Ачисемпе мăнукĕсем Ленинград блокади пирки ыйтсан вăл калаçайман, тÿрех куçĕ шывланнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.