Ĕçтешĕмĕр Кÿкеçри Çĕнтерÿ парадне кукашшĕн сăн ÿкерчĕкĕпе тухнă

9 Çу, 2018

"Хыпар" издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕн тивĕçне пурнăçлакан Алина Изман Кӳкеҫре иртнĕ Ҫĕнтерӳ парадне тусĕсемпе, ачисемпе тухнӑ.

"Вилĕмсĕр полк" акцие хутшӑнса кукаҫин, Шупашкар районĕнчи Энтимĕркассинче пурӑннӑ Иван Васильевич Васильевăн, портретне йӑтса утрӑмӑр. Кукаҫи 1941 ҫулта вӑрҫа тухса кайнӑ, ун чухне вӑл 31-ре пулнӑ. Килĕнче ҫамрӑк арӑмĕпе пĕчĕк ывӑлĕ юлнӑ. Кукаҫи тыткӑна лекнĕ пулсан та 1946 ҫулта чĕрĕ таврӑннӑ. Унӑн хӑрах уринчи осколок ларса юлнӑ, вӑрҫӑ суранĕ мĕн виличченех хӑйĕн ҫинчен аса илтерсе пурӑннӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн арӑмĕпе, манӑн кукамайпа Анна Матвеевнӑпа, тепĕр 5 хĕр кун ҫути кӑтартнӑ", - каласа кăтатрĕ ĕçтешĕмĕр.
 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас