Помидор çулçи пĕрĕнет
Парка шăтса тухнă, чечеке ларнă томатăн çулçи сасартăк пĕрĕнме тытăнать. Ÿсен-тăран çимĕç параймасăрах шанать. Мĕнпе çыхăннă ку?
Тĕп сăлтав - çĕре азот удобренийĕ, курăк шĕвекĕ, органика ытлашшипех хывни, çав хушăрах цинк, кали, фосфор çителĕксĕрри. Кун пек чухне комплекслă удобренипе апатлантармалла. Сăмахран, монофосфат калийĕ, растоврин. Çавăн пекех ÿсен-тăрана апатлантарас йĕркене те пăхăнмалла.
Çĕрмен тислĕке йăран çине сапалани сиенлĕ. Аммиак çимĕçе, çулçа юрăхсăра кăларать.