Сухан вăрттăнлăхĕсем

23 Çу, 2015
  • Сухан тăмлă çĕре кăмăлламасть. Пахчара шăпах çапли пулсан унта хăйăр, торф сапмалла. Çĕр йÿçек тĕк кĕркунне /çуркунне кая юлать/ доломитлă çăнăх сапмалла.
  • Лартас умĕн севока 10-20 минутлăха марганцовка шывне чикмелле. Кун пек сухан тĕрлĕ инфекцирен тасалать.
  • Сухан йăранĕ çине кăштах тăвар сапсан вĕтĕ шăна тапăнмĕ.
  • Суханпа юнашар кишĕр акăр. Икĕ çак çимĕç пĕр-пĕрне тапăнакан шăнасене хăратаççĕ.
  • Виçĕ хутчен апатлантармалла. Пĕрремĕшĕ - икĕ çулçă тухсан - тислĕк /1 витре шыва 1 литр тислĕк/ е чăх каяшĕн /1 витре шыва 1 стакан каяш/ шывĕпе шăвармалла. Унта ăшă шывра ирĕлтернĕ 30-40 грамм суперфосфат, 1 стакан кĕл хушмалла. Иккĕмĕшĕ - икĕ эрнерен. 1 витре шыва 30 грамм суперфосфат, 10 грамм мочевина, 5 грамм кали ямалла. Виççĕмĕш апатлантару та çавăн пекех, ăна çĕртме вĕçĕнче сапмалла. Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче шăваратăр тăк - мочевина ан хушăр: азот ытлашши пуласран сыхланăр. Унсăрăн сухан лайăх ешерĕ, анчах пуçĕ чăмăрланмĕ. Кали сухана лайăх упрама пулăшать. Ку минерал кĕлре те пур.
  • Апатлантарнă чухне чĕрĕ тислĕкпе е хлорлă калипе усă курма юрамасть. Фосфор шултра сухан ÿстерме пулăшать.
  • Сухан упранассине ăна вăхăтра пуçтарни те витĕм кÿрет. Çавăнпах ăна çурлаччен, утă уйăхĕн вĕçĕнче типĕтсе кĕртмелле.
  • Сухана çиллĕ вырăнта типĕтсен аван. Пуçтарнă чухне тунине татмалла, тăпрапа хуппине шăлса тасатмалла.
  • Вăхăтăн-вăхăтăн сухана суйламалла. Пĕри çеç çĕрсен те унран ыттисем пăсăлма тытăнаççĕ. Хут миххе тултарнă сухан апат çимелли пÿлĕмре сĕтел айĕнче те лайăх упранать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.