Пахчаçă кĕтесĕ

26 Çу, 2016

Супăнь шывĕпе

Уй пыйтинчен /тля/, ытти хурт-кăпшанкăран хăтăлма пахчаçăсем час-часах супăнь ирĕлчĕкĕпе усă кураççĕ.

Çакна астумалла: ÿсен-тăрана пĕрĕхмелли хутăш хатĕрлемешкĕн хуçалăх супăнĕ е тикĕтлĕ /дегтярное/ супăнь çеç юрăхлă. Ырă шăршăллă супăньсенчен пĕрĕхмелли хутăш хатĕрлеме юрамасть. Кунашкалли хурт-кăпшанкăна пушшех илĕртме пултарать.

Супăнь ирĕлчĕкĕпе тĕрлĕ хутăш хатĕрлеме пулать.

26 Çу, 2016

Тислĕк нумай хывни усăллă-и?

Хăшпĕр пахчаçă тислĕке виçине пăхмасăр хывать. Анчах та çĕрмен органика удобренине пур культура та килĕштермест.

Тĕслĕхрен, кишĕр лаптăкне тислĕк хурсан тымар çимĕç пахалăхĕ палăрмаллах япăхать, кишĕр темиçе йÿплĕ пулать. Пăрçа çулçи вăйлă аталанать, хутаçĕ сахал пулать. Сухан тата хĕрлĕ кăшман ÿстерекен лаптăка та çĕрнĕ тислĕк çеç хывма юрать.

Çĕрулми те кăçалхи тислĕке килĕштермест. Çапах та хăярпа купăста çитĕнтерме кирек мĕнле органика удобренийĕ те юрăхлă, анчах та 1 тăваткал метр пуçне 6-8 килограмран ытла хывмалла мар.

26 Çу, 2016

Банан хуппи

Банан çиме пурте юрататпăр: ватти те, вĕтти те. Унра этем организмне кирлĕ япала нумай. Кали, кальци, магни, фосфор, тĕрлĕ витаминсем... Вăл çемçе, тутлă, усăллă.

Анчах çинĕ хыççăн хуппине чылайăшĕ ахалех кăларса пăрахать. Кăлăхах. Банан хуппи те ăшĕнчен кая мар усăллă. Паллах — ÿсен-тăраншăн. Ăна пахчара çитĕнекеннисем валли те, пÿлĕмри курăк-чечек валли те усă курма меллĕ.

26 Çу, 2016

Хăмла çырли вĕтелсен

Садри хăмла çырли çулсерен вĕтелсе пырать. Çимĕçĕ те сахалланчĕ. Илтнĕ тăрăх - хăмла çырлин хунавне сайралатмалла-мĕн. Анчах çакна мĕнле тумаллине никам та йĕркеллĕ калаймарĕ.

Николай Афанасьев. Муркаш районĕ.

19 Çу, 2016

Пичкере ÿсет хăяр...

Пичкере хăяр çитĕнтерекенсем çак меслет перекетлĕ тата тухăçлă пулнине çирĕплетеççĕ. Уйрăмах вăл çĕр лаптăкĕ пĕчĕк хуçалăхсемшĕн лайăх — дачăсем валли тейĕпĕр. Йăран чавса аппаланма та кирлĕ мар: çул хĕрне 3-4 пичке лартса тăпра тултаратăн та пĕр йăрантинчен те нумайрах хăяр туса илетĕн. Ĕçĕ те кăткăс мар. Йĕркипе çырар-ха, эппин.

Pages