Хăмла çырли вĕтелсен

26 Çу, 2016

Садри хăмла çырли çулсерен вĕтелсе пырать. Çимĕçĕ те сахалланчĕ. Илтнĕ тăрăх - хăмла çырлин хунавне сайралатмалла-мĕн. Анчах çакна мĕнле тумаллине никам та йĕркеллĕ калаймарĕ.

Николай Афанасьев. Муркаш районĕ.

  1. Хăмла çырлин туратне иртни тухăçа ÿстерет. Унăн хунавĕ икĕ çул кăна пурăнать. Пĕрремĕш çулне çитĕнет, туратланать. Иккĕмĕш çулне çырла парать те хăрать. Çамрăк хунавсене те, киввисене те иртеççĕ. Çакă тухăçа 5-6 хут ÿстерет.
  2. Пĕрремĕш хут çу уйăхĕн вĕçĕнче тата çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче туратсене иртеççĕ. Çамрăк, 70 см вăрăмăш çитĕннĕ хунавсен тăррине 10-15 см чĕпĕтсе илмелле. Капла тусан ÿсен-тăран çÿлелле ÿсеймест. Айккипе çĕнĕ хунавсем тухма тытăнаççĕ. Çу вĕçленнĕ тĕле вĕсем 50 см çÿллĕшне çитеççĕ. Çĕртме уйăхĕн çурринчен турат тĕкĕнме юрамасть - тунисем аталанма ĕлкĕреймеççĕ, сивĕре пĕтме пултараççĕ.
  3. Иккĕмĕш çулне, хăмла çырли папка кăларсан каллех турат иртмелле. Тĕмĕ айккинчи 4-5 хунав кăна хăвармалла, ыттине касмалла. Хĕл каçнă хунавсен тăррине те 10-15 см çÿллĕш кассан лайăхрах аталанаççĕ. Капла тусан ытти папкасем те вăй илме тытăнаççĕ. Çĕнĕ хунавсем тухаççĕ.

Пысăк тухăç илме çырлана апатлантармалла.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.