23 Çу, 2015
Сухан вăрттăнлăхĕсем
- Сухан тăмлă çĕре кăмăлламасть. Пахчара шăпах çапли пулсан унта хăйăр, торф сапмалла. Çĕр йÿçек тĕк кĕркунне /çуркунне кая юлать/ доломитлă çăнăх сапмалла.
- Лартас умĕн севока 10-20 минутлăха марганцовка шывне чикмелле. Кун пек сухан тĕрлĕ инфекцирен тасалать.
- Сухан йăранĕ çине кăштах тăвар сапсан вĕтĕ шăна тапăнмĕ.
- Суханпа юнашар кишĕр акăр. Икĕ çак çимĕç пĕр-пĕрне тапăнакан шăнасене хăратаççĕ.
- Виçĕ хутчен апатлантармалла. Пĕрремĕшĕ - икĕ çулçă тухсан - тислĕк /1 витре шыва 1 литр тислĕк/ е чăх каяшĕн /1 витре шыва 1 стакан каяш/ шывĕпе шăвармалла. Унта ăшă шывра ирĕлтернĕ 30-40 грамм суперфосфат, 1 стакан кĕл хушмалла. Иккĕмĕшĕ - икĕ эрнерен. 1 витре шыва 30 грамм суперфосфат, 10 грамм мочевина, 5 грамм кали ямалла. Виççĕмĕш апатлантару та çавăн пекех, ăна çĕртме вĕçĕнче сапмалла. Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче шăваратăр тăк - мочевина ан хушăр: азот ытлашши пуласран сыхланăр. Унсăрăн сухан лайăх ешерĕ, анчах пуçĕ чăмăрланмĕ. Кали сухана лайăх упрама пулăшать. Ку минерал кĕлре те пур.
- Апатлантарнă чухне чĕрĕ тислĕкпе е хлорлă калипе усă курма юрамасть. Фосфор шултра сухан ÿстерме пулăшать.
- Сухан упранассине ăна вăхăтра пуçтарни те витĕм кÿрет. Çавăнпах ăна çурлаччен, утă уйăхĕн вĕçĕнче типĕтсе кĕртмелле.
- Сухана çиллĕ вырăнта типĕтсен аван. Пуçтарнă чухне тунине татмалла, тăпрапа хуппине шăлса тасатмалла.
- Вăхăтăн-вăхăтăн сухана суйламалла. Пĕри çеç çĕрсен те унран ыттисем пăсăлма тытăнаççĕ. Хут миххе тултарнă сухан апат çимелли пÿлĕмре сĕтел айĕнче те лайăх упранать.