Пахчаçă
Хытă хуртран мĕнле хăпмалла?
Пирĕн пахчара хытă хурт [проволочник] ĕрченĕ. Ăна мĕнле пĕтерме пулать? Специалистсем мĕн сĕнеççĕ-ши?
Нина ЕГОРОВА, Вăрмар районĕ.
Каюра тапăнчĕ
Сĕнтĕрвăрри районĕнче пахча пур. Кăçал ăна каюра тапăнчĕ. Кĕске хушăра лаптăка юрăхсăра кăларчĕ. Юриех шутласа пăхрăм: хăй хыççăн 50 купа ытла хăварнă. Кÿршĕ виçĕ çул пахчипе усă курмасть. Унта хыт хура, мăян кашласа ларать. Йывăç-тĕм те тымар ячĕ. Юхăнтарнă лаптăкри çум курăк, чир-чĕр ыттисен пахчине куçать. Çĕрне юхăнтарнăшăн кÿрше явап тыттарма пулать-и? Шел, вырăнти влаç органĕ пулăшаймарĕ.
Юрий КОЖАНОВ.
Тухăçлă çĕрулми
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче – ака уйăхĕн пуçламăшĕнче нӳхрепри, тĕп сакайĕнчи çĕрулми вăрлăхне кăларма вăхăт. Лартас умĕн 35-40 кун маларах ăна шăтарма хумалла. Упраннă вăхăтра шăтнă хунавне татмалла.
Малтан вăрлăха çутă пӳлĕмре, 18-20 градус ăшăра 7-10 кун тытмалла. Унтан 6-10 градус ăшă вырăна хумалла, шăтармалла. Хунавĕ кĕске /5-10 мм\, хулăн пулмалла. Ытлашши çитĕнесрен кăнтăр вăхăтĕнче сывлăш температурине 5 градус ăшă хăвармалла.
Хĕллехи сад
Сивĕрен хӳтĕлеме
Юр ӳкнĕ, пахчара шăплăх хуçаланать. Çак вăхăтра та садра ĕç самай: улма-çырла йывăç-тĕмне шартлама сивĕрен, кăшлакан чĕрчунсенчен упрамалла.
Сада юр ытларах тултарма тăрăшмалла. Вăл хулăн выртсан тăпра патне сивĕ сывлăш çитеймест, çĕр ытлашши шăнмасть. Юр 10 см çӳллĕш кăна пулсан усси сахал. Вăл сăтăр кăна кӳрет. Мĕншĕн тесен хĕвел пайăрки ун çине ӳкеймест, çĕре сивĕрен хӳтĕлемест.