- Чăвашла верси
- Русская версия
Хытă хуртран мĕнле хăпмалла?
Пирĕн пахчара хытă хурт [проволочник] ĕрченĕ. Ăна мĕнле пĕтерме пулать? Специалистсем мĕн сĕнеççĕ-ши?
Нина ЕГОРОВА, Вăрмар районĕ.
Сирĕн ыйтăвăра Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçин заместителĕ Ольга БЕЛОВА хуравлать:
— Юлашки вăхăтра пахчасенче хытă хурт нумайланчĕ. Çакă хĕл ăшă килнипе те çыхăннă. Сăтăрçă пахча çимĕç тухăçне, пахалăхне палăрмаллах чакарать.
Хытă хурт тăпрара 3-4 çул аталанать. Пĕрремĕш çулхине вăл пахча çимĕçе, ÿсен-тăрана ытлашши сиенлеймест. 2-3 çулхи вара пысăк сăтăр кÿрет. 4-мĕш çулне хуртран нăрă çитĕнет. Хурт тăпрара хĕл каçать, çуркунне çиеле тухать. Нÿрĕ, йÿçек тăпрана кăмăллать. Вăл çĕр улми, кишĕр, кăшман, ытти тымар çимĕçе те çиет. Нумай çул ÿсекен çум курăк тымарне те тиркемест.
Сăтăрçăран çак мелсемпе хÿтĕленме сĕнесшĕн:
¤ Тăпрана аммони хушнă азот удобренине хывмалла /аммиак шывĕ/.
¤ Кĕркунне çанталăк шăнтас умĕн анана тарăн чавмалла. Муклашкине ватмасăр çавăрса хумалла. Çиеле юлнă хуртсем сивĕре хăвăрт пĕтеççĕ.
¤ Участока извеçлемелле, йÿçĕклĕхне чакармалла.
¤ Нумай çул ÿсекен çум курăка пĕтермелле, уйрăмах шурутран хăпмалла. Лаптăкра, йăрансен хушшинче çум курăк хăвармалла мар.
¤ Лаптăка хурт кăмăлламан ÿсен-тăран акмалла: горчица, бархатцы чечек. Çĕр улмине пуçтарса кĕртнĕ хыççăн çĕре сухаламасăрах горчица акмалла.
¤ Пахчара пусă çаврăнăшне пăхăнмалла. Çĕр улми, йăран лаптăкĕсене улăштарсах тăмалла.
¤ Çĕр улмине сăтăрçăран сыхлама «престиж», «провотокс», ытти препаратпа усă курмалла. Çуркунне вăрлăха лартас умĕн хими шĕвекĕнче тытмалла. Анчах ир пулакан сорта унта тытма юрамасть. Мĕншĕн тесен препарат хăвачĕ 60 куна пырать. Асăннă вăхăт иртсен вара унăн сиенлĕхĕ пĕтет.
¤ Халăх мелĕ те пур. Çĕр улми е ытти пахча çимĕç лартнă чухне шăтăка çăмарта е сухан хуппи чĕптĕм хумалла. Вĕсем те хуртсене сивĕтеççĕ. Анана йывăç кĕл, горчица сапни те пулăшать.
Комментари хушас