Тухăçлă çĕрулми

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче – ака уйăхĕн пуçламăшĕнче нӳхрепри, тĕп сакайĕнчи çĕрулми вăрлăхне кăларма вăхăт. Лартас умĕн 35-40 кун маларах ăна шăтарма хумалла. Упраннă вăхăтра шăтнă хунавне татмалла.

Малтан вăрлăха çутă пӳлĕмре, 18-20 градус ăшăра 7-10 кун тытмалла. Унтан 6-10 градус ăшă вырăна хумалла, шăтармалла. Хунавĕ кĕске /5-10 мм\, хулăн пулмалла. Ытлашши çитĕнесрен кăнтăр вăхăтĕнче сывлăш температурине 5 градус ăшă хăвармалла.

Вăрлăха полиэтилен пакетра /сывлăш кĕме пакета уçмалла/, ещĕкре /2-3 сий хурса/, сеткăра шăтарма пулать.

 

Анлă сарăлнă сортсем

"Удача". Ир пулакан, пысăк тухăçлă сорт. Лайăх упранать, кăларнă чухне ытлашши ванмасть. Крахмал шайĕ — 11-14,5 процент, тути аван. "Удача" фитофтороза, йĕпе çĕрĕке, хура тунана, ытти чир-чĕре чăтăмлă. Паха енĕ — кирек мĕнле çанталăкра та тухăç парать.

"Гала". Ир пулать, аври ытлашши çитĕнмест. Çĕрулми тăрăхларах çаврака, яка. Тути лайăх, унра крахмал та сахал. Пĕçерсен тĕксĕмленмест, пахалăхне çухатмасть. Лайăх упрантăр тесен кăларас умĕн 1-2 эрне маларах аврине çулмалла. Фитофтороз ытларах ăна сиенлет, çимĕçĕ сайра хутра кăна чирлет. Анчах им-çамламасан ӳсентăрана ризоктониоз /хура шатра\ ерет, çимĕçе юрăхсăра кăларать. Çĕрулми сарă тĕслĕ, пĕçерсен кăпăркка.

"Гала" пысăк тухăçлă сорт. Пĕр тĕмĕрен 20-25 çĕрулми тухать. Анчах виçĕ çултан вăрлăха улăштармалла. Унсăрăн тухăç палăрмаллах чакать.

"Беллароза". Пысăк тухăçлă ир пулакан сорт. Çĕрулмийĕ шултра, пĕри 117-207 г таять. Лайăх упранать /93 процент/. Çимĕçĕ тăрăхларах çаврака, хуппи хĕрлĕ, шалти — çутă сарă.

Сорт рак, нематода, вирус чирĕсене чăтăмлă. Хура шатра чирĕ ăна ермест. Паха енĕ – пуринчен те иртерех пулса çитет, пăхма илемлĕ, яка, куçĕсем пĕчĕк. Типĕ çанталăкра та тухăçĕ пысăк, тути аван.

"Ред Скарлет". Ир пулакан пысăк тухăçлă сорт. Çимĕçĕ тăрăхларах çаврака, куçĕ çиелтех. Хуппи хĕрлĕ, шалти – сарă.

Аври хăвăрт çитĕнет, çăра. Ылтăн нематодăна, рака чăтăмлă. Фитофтора, шатра чирĕ сиенлеме пултарать. Лайăх упранать, хуралмасть, пĕçерсен тĕсĕ улшăнмасть.

"Инноватор". Вăтам пулакан пысăк тухăçлă сорт, нематода, рак чирĕсене чăтăмлă. Фри /çу çинче ăшаланă çĕрулми\ хатĕрлеме уйрăмах аван. Вегетаци тапхăрĕ 75-85 кун. Çимĕçĕ тăрăхларах, шултра. Хуппи çутă хăмăр, шал енĕ — çутă сарă. Пĕçерсен ытлашши кĕрпекленмест, кăштах тĕсĕ улшăнать. Лайăх упранать. Хура шатра чирĕ ересрен вăрлăха хими препарачĕпе им-çамламалла. Кĕркунне хуппи лайăх хытса çитмесĕр кăларма юрамасть. Çимĕç симĕсленесрен ăна тарăн лартмалла.

"Невский. Ир тата вăтам пулакан пысăк тухăçлă сорт. Хуппи те, шал енĕ те шурă. Куçĕ — хĕрлĕ кăвак тĕслĕ. Кассан тĕксĕмленмест. Крахмал шайĕ 10-15 процент. 1 гектартан 380-500 центнер тухать. Лайăх упранать, тути аван. Ӳсентăран ракне чăтăмлă, вирус чир-чĕрĕ ытлашши сиенлемест, анчах фитофтороз ерме пултарать. Лартас умĕн хунавне тĕкĕнмелле мар. Управран кăларсан тӳрех сивĕ тăпра ăшне лартма юрамасть. Шатра ересрен çимĕçĕ тĕвĕленнĕ чухне тăпрара нӳрĕклĕх çителĕклĕ кирлĕ.

"Импала". Калча шăтса тухнă хыççăн çимĕçĕ 50 кунран пулса çитет, тути аван. Рак, вирус чирĕсене чăтăмлă. Кирек мĕнле климатра та пысăк тухăç парать. Лайăх шăтать. Аври пысăк, çăра. Çимĕçĕ тăрăхларах çаврака, çутă сарă, куçĕсем сахал. Ку сорт аван упранать.

"Розара". Ир пулать. Калча шăтса тухсан 60-70 кунран тухăçа пуçтарса кĕртме пулать. Аври вăтам, тӳрĕ çитĕнет. Çимĕçĕ тăрăхларах çаврака, хуппи хĕрлĕ, шал енĕ — сарă, куçĕ пĕчĕк. Пĕр тĕмĕрен 15-17 çĕрулми тухать. Крахмал шайĕ пысăк мар, тути лайăх, пĕçерсен саланмасть. Çимĕçе типĕтме те юрать. 1 гектартан 20-30 тонна тухать. Рак, нематода, шатра чирĕсене чăтăмлă. Турттарнă, кăларнă чухне ытлашши ванмасть.

"Ароза". Ир пулакан, пысăк тухăçлă, типĕ çанталăкра та çимĕç паракан сорт. Çĕрулмийĕ тăрăхларах, хуппи хĕрлĕ кăвак, шал енĕ те çавăн пекех. Пĕçерсен питех саланмасть. Крахмал шайĕ пысăк, 12-14 процент. Калча шăтсан çимĕçĕ 70-75 кунран пиçсе çитет. Пĕр тĕмĕрен 14-15 çĕрулми тухать. Технологие пăхăнса çитĕнтерсен 1 гектартан 50-70 тонна илме пулать. Паха енĕ — типĕ çанталăкра та тухăçĕ пысăк, лайăх упранать, ака уйăхĕ вĕçленичченех хунавĕ шăтмасть. Маларах калчалантарни хăвăрт вăй илет. Çитменлĕхĕ — рак, вирус чирĕсенчен сыхланма вăрлăха ятарлă хатĕрпе им-çамламалла.

"Импала", "Розара", "Ароза", "Невский", "Удача" тĕрлĕ климат условийĕсенче тухăç паракан сортсем шутланаççĕ.

Ир пулакан «иккĕмĕш çăкăр»

Маларах лартсан çĕрулми çĕртме уйăхĕн çурри тĕлне пулса çитет.

Сорт. "Иккĕмĕш çăкăр" хăвăртрах пулса çитме ир пулакан сортсем кирлĕ. Калча шăтнă хыççăн 45-50 кунран кăлармалла. Вăтам пулакан сортпа та усă курма юрать. Лартиччен хунавлантармалла, тĕрĕс пăхмалла. Сирĕн пахчари çĕр çинче лайăх çитĕнекеннине суйласа илмелле. Шултра вăрлăх /80-100 г таяканни/ кирлĕ, ăна касма юрамасть.

Вăрлăх. Çĕрулмине шăтарма 4-5 эрне иртет. Ăна малтан пăхăр купоросĕн шĕвекĕнче /10 л шыва 5 г/ 5 минут тытмалла. Унтан йĕпескерне йывăç кĕлĕ ăшĕнче йăваламалла. Типĕтмелле, витĕр курăнакан пакета хумалла. Ăна кашни 10 сантиметртан шăтармалла. Пакета çутă вырăна /хĕвел пайăрки ун çине ӳкмелле мар/ çакмалла. Е ещĕке икĕ сий хумалла.

Лартни. 10 см тарăнăшĕнче те çĕр 6-8 градус ăшăнмалла. Вăрлăха 6-10 см тарăнăшне лартмалла. Йăрана хăвăрт типекен, кăнтăр е кăнтăр-хĕвелтухăç енче тумалла. Кăштах тăмлă, торфлă вырăн пулсан аван. Лаптăка чавмалла, пленкăпа хупламалла. Калча шăтсан, кăнтăрла сывлăш температури 20 градус ăшăтсан, пленка хĕррисене уçмалла. Çу уйăхĕн çурринче пленкăна илме юрать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.