Каюра тапăнчĕ
Сĕнтĕрвăрри районĕнче пахча пур. Кăçал ăна каюра тапăнчĕ. Кĕске хушăра лаптăка юрăхсăра кăларчĕ. Юриех шутласа пăхрăм: хăй хыççăн 50 купа ытла хăварнă. Кÿршĕ виçĕ çул пахчипе усă курмасть. Унта хыт хура, мăян кашласа ларать. Йывăç-тĕм те тымар ячĕ. Юхăнтарнă лаптăкри çум курăк, чир-чĕр ыттисен пахчине куçать. Çĕрне юхăнтарнăшăн кÿрше явап тыттарма пулать-и? Шел, вырăнти влаç органĕ пулăшаймарĕ.
Юрий КОЖАНОВ.
Шупашкар хули.
Ыйтăва Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн пай пуçлăхĕ Елена СОКОЛОВА та хуравлать:
— Малтан пахчара каюра е шыв йĕке хÿри хуçаланнине пĕлмелле. Мĕншĕн тесен кăçал çанталăк йĕпе-сапа тăнăран шыв йĕке хÿри те сад-пахчасене тапăнчĕ. Вĕсем иккĕшĕ те шăтăк чавса тăприне çиеле кăлараççĕ. Шыв йĕке хÿрин вара вăл тикĕс те лаптакрах. Хăш чĕр чун сăтăр кÿнине пĕлме йывăр мар: каюра çĕр сивĕнсен çÿреме, чавма чарăнать, хĕл ыйхине путать. Кăçал авăн уйăхĕн вĕçĕнчех çанталăк сивĕтрĕ, апла каюра та канать. Юпа-чÿк уйăхĕсенче лаптăка лайăх сăнамалла. Çанталăк шăнтнине пăхмасăр каллех çĕнĕ купасем курăнсан, пахчана шыв йĕке хÿри иленни палăрать. Ăна мĕнле пĕтермеллине «Хресчен сасси» хаçатра пĕлтернĕччĕ /42 %/.
Каюрапа кĕрешме йывăртарах. Вăл çĕре 2 метр тарăнăш чавса кĕрет, çĕр айĕпе çÿрет. Çитменнине, халĕ хĕл ыйхине путнăскер çуркуннеччен те çиеле тухмасть. Кăшлакан чĕр чун хурт-кăпшанкăпа тăранса пурăннипе ăна наркăмăшлă астармăшпа та илĕртеймĕн. Çак вăхăтра унăн шăтăкне шыв тултарса путарма пулать. Анчах çакна валли шыв та нумай кирлĕ.
Халăх мелĕ. Пахча йĕри-тавра 2 метр тарăнăшран кая мар траншея чавмалла. Унта кивĕ шифр, тимĕр касăкĕ е ытти çирĕп япала хумалла. Çакă лаптăка каюра пырса кĕресрен сыхлать. Чĕр чун шăв-шава килĕштермест. Çуркунне пахчара шав кăларакан япаласемпе усă курма, сăмахран, хăвăр ăсталанă çил арманĕ вырнаçтарма, тимĕр банкăсем çакма юрать. Каюрана пахчаран сивĕтме ыхра е сухан, пăрçа йышши культура акма-лартма сĕнеççĕ. Хăш-пĕр чечек — бархатцы е илемлĕ сухан /декоративный лук/ — шăршинчен те чĕр чун пăрăнать. Е шăтăкне краççынпа йĕпетнĕ çĕтĕк чикмелле. Каюра çÿрекен шăтăка кĕленче банка хума пулать. Вăл банкăна кĕрсе ÿкет, каялла тухаймасть.