Комментари хушас

8 Раштав, 2016

Хĕллехи сад

Сивĕрен хӳтĕлеме

Юр ӳкнĕ, пахчара шăплăх хуçаланать. Çак вăхăтра та садра ĕç самай: улма-çырла йывăç-тĕмне шартлама сивĕрен, кăшлакан чĕрчунсенчен упрамалла.

Сада юр ытларах тултарма тăрăшмалла. Вăл хулăн выртсан тăпра патне сивĕ сывлăш çитеймест, çĕр ытлашши шăнмасть. Юр 10 см çӳллĕш кăна пулсан усси сахал. Вăл сăтăр кăна кӳрет. Мĕншĕн тесен хĕвел пайăрки ун çине ӳкеймест, çĕре сивĕрен хӳтĕлемест.

Юлашки çулсенче хĕл пуçламă-шĕнче юр сахал çăвать. Çакă ӳсентăраншăн сиенлĕ. 15 градус сивĕре йывăç-тĕмĕн тымарĕ шăнать. Çавăнпа вулли тавра хуплама çĕрĕшнĕ тислĕк, типĕ йывăç кĕрпи, типĕ торф, лăсăллă йывăç турачĕсем хатĕрлемелле. Енчен çанталăк сасартăк сивĕтсе ярсан йывăç-тĕм тавра 10 см хулăнăшран кая мар хупламалла.

Юр нумай çусан йывăç турачĕсем йывăрлăха чăтаймасăр хуçăлма пултараççĕ. Çавăнпа хушшăн-хушшăн вĕсене силлемелле.

Вăйлă çил çĕр çырлин йăранĕ çинчи юра вĕçтерсе каясран лăсăллă йывăç турачĕсем хумалла. Вĕтетмен улăм та каять.

 

Çуркунне сыпма сапан

Шартлама сивĕ пуçланиччен улма-çырла йывăçĕсен сапанĕсене хатĕрлемелле - çуркунне сыпма. Вĕсене сорт тăрăх уйăрса çыхмалла, этикетка çыпăçтармалла.

Юр нумай чух сапана унта упрама пулать. Ăна миххе чикмелле, унтан вĕтĕ шăтăклă тимĕр сеткăпа чĕркемелле ?шăширен асăрханма%. Хуралтăсенчен çурçĕр енче лаптăк тасатса хатĕрлемелле, унта сапан çыххине юрпа хупласа пусăрăнтармалла. Хĕл вĕçĕнче çиелтен йывăç кĕрпи, торф тĕпренчĕкĕ, улăм хумалла. Çапла пуш-çу уйăхĕчченех упрама пулать.

 

Вăрлăх

Хăш-пĕр улма-çырла культурин вăрлăхне çуркунне акма халех хатĕрлеме юрать. Раштав уйăхĕн иккĕмĕш çурринче вăрман улмуççийĕн, хурлăхан, абрикос, груша, кашкăр çырлин тата ытти çимĕç вăрлăхне хăвăрт шăтарма искусствăлла майпа усă курмалла. Ăна нӳрĕк, сулхăн вырăнта ?1-4 градус ăшă% тытмалла.

 

Ака-сухана хатĕрленсе

Юлнă вăрлăха хут пакета е пир хутаçа хумалла, уйăх таран батарея çумĕнче типĕтмелле. Вăрлăха типĕ, 12-20 градус ăшă вырăнта ?сăмахран, урайĕнчи коробкăра% упрамалла. Сывлăшри нӳрĕк 50-60 процент кирлĕ.

Иртнĕ çулхи вăрлăхăн шăтаслăхне тĕрĕслемелле, уйрăмах усă курас вăхăчĕ тухнисене.

Хĕлле ака-суха валли удобрени хатĕрлеме вăхăт: кĕл, чăх каяшĕ, тислĕк.

Сухан, ыхра хупписене пуçтарса пымалла. Вĕсенчен хатĕрленĕ шĕвек садри хурт-кăпшанкăран хăпма пулăшать.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.