Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕ. Раççейре террора пула пурнăçран уйрăлнисене, мирлĕ тýпешĕн пуç хунă йĕрке хуралĕн ěçченĕсене аса илеççĕ. Шăпах 14 çул каялла Беслан хулинчи 1-мĕш шкула террористсем çавăрса илнĕ.
Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕ бюджет право хутшăнăвĕсене йĕркелемелли саккуна улшăнусем кĕртессине ырланинчен пуçланчĕ. Сăмах унччен тÿрремĕнех федераци бюджетне кайнă тÿлевсен пĕр пайне республика хыснинче хăварасси пирки пырать.
Пенси саккунне улшăнусем кĕртесси — хальхи вăхăтра обществăра хĕрÿ сÿтсе явакан ыйтусенчен пĕри. Тĕрлĕ калаçакан пур: пĕрисем çĕнĕлĕхсем кĕртессине ырлаççĕ, теприсем — хирĕç. Сĕнÿсем паракансем те çук мар. Çав сĕнÿсен шутĕнче — çĕршывра ку ыйтупа референдум йĕркелесси. Çак юхăма Чăваш Ен те хутшăнать.
Паян Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйту — Чăваш Республикин 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулти экономика тата социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси, çитес тапхăр тĕллевĕсене палăртасси. Ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.