Комментари хушас

22 Çурла, 2018

Грантсемпе тÿлевсем пуçаруллă ĕçе тĕревлеççĕ

Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕ бюджет право хутшăнăвĕсене йĕркелемелли саккуна улшăнусем кĕртессине ырланинчен пуçланчĕ. Сăмах унччен тÿрремĕнех федераци бюджетне кайнă тÿлевсен пĕр пайне республика хыснинче хăварасси пирки пырать.
Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова пĕлтернĕ тăрăх, юридици пĕлтерĕшлĕ документсем хатĕрленĕшĕн илекен пошлинăна хальччен туллин федераци бюджетне куçарнă, малашне унăн 25% кунта юлĕ. Самай пысăк укçа. Калăпăр, 17-мĕш çулта Мускава пĕтĕмпе 182 млн тенкĕ куçарнă. Çавна май Чăваш Ен хыснине малашне çак тÿлеврен çулталăкра вăтамран 27-28 млн тенкĕ кĕрессе кĕтме пулать. Кунашкал улшăнусем татах пур.
Нумай функциллĕ центрсене пырса тивекен çĕнĕлĕхсемпе вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарчĕ. Çак улшăнусем МФЦсен пулăшу ĕçĕсемпе усă курассине халăхшăн меллĕрех тума пулăшмалла. Паян çав пулăшу ĕçĕсен списокĕнче — 181 ят. Кăçалхи 7 уйăхра кăна çак центрсем 404 пин ытла пулăшу ĕçĕ кÿнĕ. Шут пысăкки кашни пулăшу ĕçĕ валли уйрăм заявлени çырма тивнипе те çыхăннă. Анчах пурнăçра тĕрлĕ лару-тăру пулать — чылай чух харăсах темиçе пулăшу ĕçĕпе усă курма та тивет.
Тĕслĕх вырăнне Владимир Александрович ача çуралнине илчĕ: пĕчĕкскере регистрацилемелле, пропискăна, ача садне черете тăратмалла тата ытти те. Унччен çыннăн çакăн валли темиçе заявлени çырма тивнĕ. Малашне вара пĕр заявлени те çителĕклĕ пулĕ. Хайхи 181 пулăшу ĕçĕнчен нумайăшĕ пĕр-пĕринпе çыхăннă. Уйрăммăн юлаканнисем пĕтĕмпе те 23 кăна. Çак çĕнĕлĕх МФЦсенчи черетсене чакарасса, ĕçе ансатлатасса шанни вырăнлă.
Чылай ыйту укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çав шутра — 2018 çулшăн вĕрентÿ организацийĕсене ЧР Пуçлăхĕн гранчĕсене памашкăн муниципалитетсене укçа уйăрасси. Вĕрентÿ министрĕ Александр Иванов çирĕплетрĕ: 20 вĕрентÿ учрежденийĕ грант илĕ. Укçа виçи 200 пин тенкĕпе танлашĕ.
Укçапах çыхăннă тепĕр ыйту та вĕрентÿ сферине пырса тивет. Чăваш, тутар тата мордва чĕлхисемпе, литературипе пысăк шайри олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрленĕ педагогсене укçан хавхалантрĕç. Çав тупăшусенче пирĕн 18 ача палăрнă, вĕсен вĕрентекенĕсене тÿлеме 1,15 млн тенкĕ уйăрассине хирĕçлекен пулмарĕ. Педагогсемшĕн уяв — Пĕлÿ кунĕ — тĕлне чăннипех савăнăçлă хыпар.
Правительство патшалăхăн темиçе программине пурнăçлама уйăракан укçана республика бюджечĕн иккĕмĕш тÿрлетĕвĕпе килĕшÿллĕн пысăклатассине ырларĕ. Çав шутра пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантармалли программа валли 122 млн тенкĕ ытла хушăнать. Ял хуçалăх программине те хушма укçапа тĕревлеме палăртнă. Сăмах май, кун йĕркине ял хуçалăхĕпе çыхăннă темиçе ыйтăва кĕртнине кура вĕсем пирки тĕплĕ калаçма май пулмарĕ. Темисем вара чăннипех пĕлтерĕшлĕ — аграрисене пырса тивекен улшăнусемпе çыхăннă. Çавна май пирĕн корреспондент ĕнерех вице-премьерпа — ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа курнăçса вĕсем пирки тĕплĕн ыйтса пĕлнĕ. Субсидисем, ытти çăмăллăх тĕлĕшпе интересли, аграрисем усă курмалли чăннипех нумай — çитес номерте паллаштарăпăр.
Граждансене тÿлевсĕр медпулăшу кÿмелли патшалăх гарантийĕсен программине улшăнусем кĕртес тĕлĕшпе вара ыйтусем çуралчĕç. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов асăннă тĕллевпе кашни çын пуçне уйăракан укçа виçи пысăкланасси пирки пĕлтерчĕ — 529 тенкĕ хушăнать. Анчах прокуратурăна çакă та тивĕçтермест: РФ Правительстви çын пуçне уйăрмалли норматива 3488 тенкĕ шайĕнче çирĕплетнĕ, пирĕн виçе асăннă чухлĕ ÿстерсен те çав шая çитеймест иккен.
Министр унччен çак виçе тата та пĕчĕкрех пулни, ăна юлашки çулсенче самай пысăклатни пирки каларĕ-ха, анчах ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева çакă кăна çителĕксĕр пек туйăнчĕ ахăр. Прокурор тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Евграфов тĕрĕс ыйту çĕкленине йышăннипе пĕрлех вăл çын пуçне уйăракан виçе пурпĕр Мускав çирĕплетнĕ шая 100 проценчĕпех çитеймессине палăртрĕ. Сăлтавĕ — республикăн ĕçлемен çынсене сиплемешкĕн те тăкакланма тивни. Дефицит пулатех. 2019 çултан ĕçлеменнисем валли укçа уйăрасси федераци бюджечĕн тăкакĕсен ретне куçмалла, регионсен вара çакна туллин саплаштарма укçа çитмест.
Ĕçлев министерстви республикăн халăха ĕçпе тивĕçтермелли патшалăх программине кĕртме сĕннĕ улшăнусене те «симĕс çутă» пачĕç. Республика бюджечĕн шучĕпе çак тĕллевпе уйăракан укçа виçине ÿстернĕ — 4,1 млн тенкĕ хушăннă. Çак укçа ĕçлекенсен сывлăхне упрама, ĕç сыхлавĕ валли, программăри ытти тĕллев валли кайĕ.
Темăна пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтусем чăннипех пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ, çавна май республика ку енĕпе çивчлĕхе сирмешкĕн — граждансене çĕнĕ профессисене вĕрентме, вĕсен квалификацине ÿстерме — çуллен 1 млрд тенке яхăн уйăрать. «Çакă — пирĕн социаллă обязательствăсем. Бюджетран питĕ пысăк укçа уйăратпăр — вăл е ку сăлтава пула ĕçлев рынокĕнче ĕçсĕр юлакансене хÿтĕлетпĕр», — терĕ Михаил Васильевич.

Теги: