Комментари хушас

8 Çурла, 2018

Чăваш Республики çур çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ

Паян Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйту — Чăваш Республикин 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулти экономика тата социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси, çитес тапхăр тĕллевĕсене палăртасси. Ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Республикăн çур çулхи ĕç-хĕлĕ пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин доклад турĕ. Республика аталанăвĕн çитĕнĕвĕсен шутĕнче Иван Борисович промышленноç производствин индексĕ ÿснине, предприятисенче 70 ытла инвестици проекчĕсем пурнăçланнине палăртрĕ. Çав программăсем пулăшнипе çулталăк вĕçлениччен республикăра икĕ пине яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленмелле. Раççее хирĕçле йышăннă санкцисене пула тĕнче рынокĕнче йывăр лару-тăру хуçалансан та Чăваш Республики тулаш суту-илĕве вăйлатма пултарнă. Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче ку кăтарту, сăмахран, 300 миллион долларпа танлашнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан — 118 процент ытла.

Çурт-йĕр строительствин калăпăшĕ те ÿснĕ. Çур çулта 215 пин ытла тăваткал метр хута янă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку енĕпе тата та ытларах вăй хумаллине палăртрĕ. 2024 çул тĕлне çак хисепе 1 миллион патне çитерме тĕллев лартни çинчен аса илтерчĕ вăл. «Чăваш Енре 70 пин ытла çын пурăнмалли условисене лайăхлатма черетре тăрать. Вĕсен ыйтăвне пирĕн туллин тивĕçтермелле», — терĕ вăл.

Иван Моторин республикăн çур çулхи аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май çак çитĕнÿсемпе чарăнса тăма юраманни çинчен асăрхаттарчĕ, çулталăк вĕçлениччен кăтартусене тата лайăхлатса пымаллине, çивĕчлĕх кăларса тăратакан лару-тăрăва пĕтерес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ.

Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес кăларăмĕнче.

ШУХĂШ

Нина СЕМЕДОВА-ПОЛУПАН, Чăваш Республикин Общество палатин Ăслăлăх, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин комиссийĕн председателĕ:

Паянхи ларура республика аталанăвĕнчи çивĕч ыйтусем, йывăрлăхсем пирки уççăн калаçни кăмăла кайрĕ. Уйрăмах мана ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн докладĕнче вĕрентÿ тытăмне пысăк тимлĕх уйăрни çинчен калани килĕшрĕ. Хальхи вăхăтра республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсенче грантсем пулăшнипе «Шкул медицини», «Ăслăлăха — шкула» проектсем пурнăçланаççĕ. Ку питĕ паха пулăм. Çавăн пекех Чăваш Енри промышленноç предприятийĕсем кадрсем хатĕрлес, производство тухăçлăхне ÿстерес ыйтусемпе аслă шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлени савăнтарать.

Владимир ИВАНОВ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ:

Чăннипех те, республикăн экономика тата социаллă пурнăçĕн аталанăвне туллин уçса паракан тĕплĕ калаçу пулчĕ. Паян Чăваш Енре халăх пурнăçĕн пахалăхне ÿстерме пулăшакан тĕрлĕ программа, проект пурнăçланать. Туса пĕтереймен ĕçсем те пур-ха. Канашлура çавăн йышшисене вĕçне çитерме ведомствăсен умне çирĕп тĕллевсем лартрĕç, вĕсене пурнăçлама май паракан çул-йĕре те палăртрĕç. Çулталăк вĕçлениччен палăртнисене туса пĕтерессе шанатăп. Вăхăчĕ пур-ха. Вĕрентÿ тытăмне аталантарма укçа-тенкĕ уйăрни уйрăмах савăнтарать. Хальхи вăхăтра çĕнĕ шкулсем, садиксем хута каяççĕ. малашне те ку енĕпе тĕллевлĕн ĕçлессе шанатăп.

Валерий ПАВЛОВ, Чăвашпотребсоюз председателĕ:

Иван Моторин докладĕнче ырă улшăнусем пирки калани ытларах пулчĕ. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн чылай кăтартăвĕпе республика çитĕнÿ тунă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан — ÿсĕм самаях. Анчах ку чарăнса тăмаллине пĕлтермест, ÿлĕмрен те çине тăрса ĕçлемелле. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин та малашлăх тĕллевĕсене уçăмлăн палăртрĕç. Тĕпрен илсен вĕсем РФ Президенчĕн Владимир Путинăн çу уйăхĕнчи Указĕсемпе çыхăннă. Палăртнисене пурнăçа кĕртме пирĕн майсем çителĕклĕ.

 

Рубрика: 
Теги: