ларусем

21 Авăн, 2018

Суя – эппин, шанчăксăр тата хăрушă

Чăваш Республикинче промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен комисси ларăвĕн кун йĕркине строительство материалĕсемпе çыхăннă çавнашкал тĕслĕхсене тупса палăртнине, суя продукцирен сыхланассине сÿтсе явассине кĕртнĕ.

20 Авăн, 2018

Налук çăмăллăхĕсене — «симĕс çутă»

Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ çапла хăвăрт вĕçленнине астумастăп. Кĕçнерникунхи лару пĕтĕмпе те… 9 минут тăсăлчĕ. Кун йĕркинче пĕртен-пĕр ыйту, анчах вăл питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕскер — нумай-нумай çынна пырса тивет, çавăнпа ăна пĕр тăхтамасăр татса парас тĕллевпе Правительство ирех черетсĕр ларăва пухăнчĕ.

12 Авăн, 2018

Пурлăх та шута юратать: хака малтан палăртмасăр сутма юрĕ

Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕ паян черетлĕ ларăва пухăнчĕ. Патшалăх пурлăхне хакне малтан палăртмасăр сутмалли йĕркене вăя кĕртес ыйтупа юстици министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Игорь Михайлов сăмах илчĕ.

Калаçу аукционра сутăнман пурлăх пирки пырать. Çавнашкал тĕслĕхсенче пурлăха хакне палăртмасăр сутлăха кăлараççĕ. Ăна туянас кăмăлли пĕччен пулсан вăл мĕнле хак калать — çав хакпа сутмалла. Темиçен тĕк — чи пысăк хак сĕнекенни пурлăх хуçи пулса тăрĕ.

4 Авăн, 2018

Министрсен Кабинечĕ: тĕп вырăнта – пенсипе çыхăннă улшăнусем

Раççей Президенчĕ Владимир Путин пенси системине улăштарас тĕлĕшпе панă сĕнÿсене пурнăçлас тĕлллевпе Чăваш Республикин саккунĕсене улшăнусем кĕртесси — шăпах çак ыйту тĕп вырăнта пулчĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн паян иртнĕ анлă ларăвĕнче. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те хутшăнчĕç.

Pages