Пенси саккунĕ: пуçару ушкăнĕ ĕçе кÿлĕнет

20 Çурла, 2018

Пенси саккунне улшăнусем кĕртесси — хальхи вăхăтра обществăра хĕрÿ сÿтсе явакан ыйтусенчен пĕри. Тĕрлĕ калаçакан пур: пĕрисем çĕнĕлĕхсем кĕртессине ырлаççĕ, теприсем — хирĕç. Сĕнÿсем паракансем те çук мар. Çав сĕнÿсен шутĕнче — çĕршывра ку ыйтупа референдум йĕркелесси. Çак юхăма Чăваш Ен те хутшăнать. Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуху ирттерсе пуçару ушкăнне йĕркеленĕ, Станислав Николаева — председателе, Нина Глотовăна секретаре суйланă.

Пуçару ушкăнĕн Чăваш регион çум ушкăнĕн уполномоченнăй представителĕ Станислав Николаев каланă тăрăх — пенси саккунне улшăнусем кĕртес ыйтупа референдум ирттерессине Чăваш Республикинчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕ пуçарнă. «Республикăри ялсенчи старостăсемпе çыхăнса ĕçлерĕмĕр, пуçаруллă хастарсене пухрăмăр. Йышра — тĕрлĕ шухăшлă çынсем. Хăш партире тăрать вăл, пурнăçа мĕнле хаклать — пĕлтерĕшлĕ мар. Чи кирли — пенси ÿсĕмĕпе çыхăннă ыйтăва тĕрĕс татса парасси, мĕншĕн тесен вăл хальхи вăхăтшăн çеç мар, пулас ăрусемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ», — терĕ Станислав Андреевич.

Эрнекун ЧР Тĕп суйлав комиссине Чăваш Енри пуçару ушкăнĕн çум ушкăнне регистрацилеме ыйту тăратнă. Раççей Федерацийĕн референдумĕнче пăхса тухма РФ Тĕп суйлав комиссийĕн çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ ыйтăвах – «Раççей Федерацийĕнче 2018 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне палăртнă пенси ÿсĕмне, çав ÿсĕме çитсен граждансем ватлăх пенсине çирĕплетме ирĕк илеççĕ, ÿстермелле мар тенипе килĕшетĕр-и?» — палăртнă.

Ĕнер Тĕп суйлав комиссийĕнче ходатайствăна пăхса тухрĕç. ЧР ТИК секретарĕ Сергей Тарасов пуçару ушкăнĕ çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче панă документсем РФ саккунĕсемпе килĕшсе тăнине палăртрĕ. «Вĕсене тĕплĕ тишкертĕмĕр. Ушкăнри çынсем кам пулнине, вĕсем алă пуснине нотариус çирĕплетнĕ. Пухăва хутшăннă сакăр çыннăн докуменчĕсенче çеç йăнăшсем асăрхарăмăр. Вĕсем хăйсем пурăнакан вырăнсен адресĕсене тĕрĕс кăтартман. Анчах çакă çум ушкăна регистрацилеме чăрмантармасть», — терĕ Сергей Николаевич.

ЧР ТИК председателĕ Александр Цветков ку таранччен референдум ирттерес тĕлĕшпе ĕçлеменрен çак ĕç пуриншĕн те çĕнĕлĕх пулни çинчен асăрхаттарчĕ. «Çавна май федераци саккунĕсене тарăннăн шĕкĕлчеме тиврĕ. Пуçару ушкăнне кĕме кăмăл тунă çынсем РФ гражданинĕсем-и? 18 çула çитнĕ-и? Чăваш Республикинче пурăнаççĕ-и? Çак тата ытти саманта тĕплĕ тишкертĕмĕр. 119 çын саккунра палăртнине туллин тивĕçтернине çирĕплетсе пуçару ушкăнне регистрацилеме май пуррине çирĕплетрĕмĕр», — терĕ Александр Иванович.

Уççăн сасăланă хыççăн комисси членĕсем Раççей Федерацийĕнче референдум ирттерес енĕпе ĕçлекен пуçару ушкăнĕн Чăваш регион çум ушкăнне регистрацилеме йышăнчĕç.

 

Теги: 

Комментари хушас