Курав

2 Çĕртме, 2016

Библиотекăри курав

Нумай пулмасть Чăваш наци библиотекинче «Вутпа кĕрешнĕ чухне вĕсемпе никам та танлашаймасть» тематикăлла курав уçăлчĕ. Ăна Раççейри МЧС системинчи пушар хуралĕн çулталăкне халалланă.

17 Çу, 2016

Кунта çĕнтерÿçĕ çук, пурте пултаруллă!

Эсĕ студент е вĕрентекен, журналист е фотограф, депутат е кил хуçи, бизнес-леди е пенсионерка... Çакă вуçех те пĕлтерĕшлĕ мар. Пултарулăх çăлкуçĕ тапса тăрать-тĕк — сана «Хĕрарăм пултарулăхĕ чикĕсĕр» куравра кĕтеççĕ.

29 Пуш, 2016

Хутлă-хутлă тĕнчери шырав

Чăваш халăх художникĕ, Чăваш Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Элли Юрьев пурăннă пулсан пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ. Ун çинчен иртнĕ вăхăтпа калаçни тĕрĕс мар. 15 çул каялла пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă пулсан та, юнашарах вăл. Ĕçĕсемпе.

12 Пуш, 2016

Çын ĕçпе илемлĕ

Ĕç çыннин çулталăкне халалласа Кĕçĕн Таяпари культура ĕçченĕсем час-часах тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Ялти клубра чи тăрăшуллисемпе чи хастаррисем валли пысăк кĕтес уйăрнă. «Çын ĕçпе илемлĕ» куравра - тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен професси çыннисен сăнĕсем. Ытарайми чечексен композицийĕнчен куçа илме çук, ăна культура çуртĕнче тăрăшакан Н.Муллина хатĕрленĕ. Ырми-канми, тар тăкса ĕçленĕ асатте-асанне, кукамай-кукаçи сăнарĕсене ялти вулавăшра /ертÿçи С.Агеева/ курма пулать. Курав тĕрлĕ пайран тăрать, пĕринче - ял çыннин кил-çуртĕнчи хатĕр-хĕтĕр, ал ăстисем.

Pages