Библиотекăри курав

Нумай пулмасть Чăваш наци библиотекинче «Вутпа кĕрешнĕ чухне вĕсемпе никам та танлашаймасть» тематикăлла курав уçăлчĕ. Ăна Раççейри МЧС системинчи пушар хуралĕн çулталăкне халалланă.

Пушар службине туллин те тĕрлĕ енлĕн çутатакан кĕнекесемсĕр пуçне курава сăнÿкерчĕксемпе ÿкерчĕксем, алă ĕçĕсем, пушар техникин алăпа ăсталанă макечĕсем, ятарлă тум тата видеоматериалсем пур. Чылай япалана республикăри шкул ачисем хатĕрленĕ. Çакă чи пахи те интересли.

Мероприятире Раççей МЧСĕн респуб-ликăри тĕп тытăмĕн начальникĕ С.Ю. Антонов, ВДПО председателĕн заместителĕ Г.П. Кулагина, Раççей МЧС ветеранĕсен Канашĕн председателĕн заместителĕ В.Н. Нягин тата Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнчи социаллă техника специальноçĕн пай ертÿçи Е.И. Стальненко пулчĕç. Çавăн пекех унта хулари шкулсенче 7-мĕш, 11-мĕш классенче вĕренекенсем, колледж студенчĕсем те хутшăнчĕç.

Станислав Юрьевич пурне те пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе нормине пĕлме тата пăхăнма сунчĕ. ВДПО ĕçченĕсемпе пĕрле библиотекăна огнетушитель парнелерĕ.

Елена Стальненко экономикăпа технологи колледжĕ МЧС ĕçченĕсемпе чылай вăхăт çыхăнса ĕçленине палăртрĕ.

— 2015 çулта техникумра пушар хăрушсăрлăхне вĕрентекен çĕнĕ уйрăм уçăлчĕ. Çакна абитуриентсем те хаваспах йышăнчĕç. Пулас пушарнăйсемпе МЧС ĕçченĕсем ирттерекен кашни мероприятие хутшăнатпăр эпир. Паянхи курав шкул ачисемшĕн çеç мар, аслисемшĕн те интереслĕ, усăллă, — терĕ вăл. Йĕркелекенсене тав сăмахĕ каларĕ, çамрăксене вĕренÿре тата ĕçре ăнăçу сунчĕ.

Шалти службăн прапорщикĕ Максим Моторкинпа Евгений Назаров капитан — «Служу Отечеству!» ансамбль солисчĕсем — мероприятие илемлĕ юрăсемпе пуянлатрĕç.

Нина ЦАРЫГИНА.

 

Нина ЦАРЫГИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.