Курав

Çак кунсенче Чăваш наци музейĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалланă "Кам-ха калĕ вăрçăра юрă-кĕвĕ кирлĕ мар тесе." курав уçăлчĕ. Вăл Наци музейĕн тытăмĕнчи Çар мухтавĕн музейĕн материалĕсене пуянлатать, яланхи экспозицири темăсене туллинрех уçса пама пулăшать.

Эрнекун Шупашкарти Чăваш наци музейĕнче "Çĕнтерÿ символĕсем" курав уçăлчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă декораципе ал ĕç ÿнерĕн конкурсне хутшăнса мала тухнисене те чысларĕç унта.

Лайăххин, хитрин чикки çук. Çакна Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусство шкулĕнче уçăлнă «Нарспи сăнарĕ - пуканесенче» куравра тепĕр хут ĕнентĕм. Экспозицире - ÿнер уйрăмĕнче вĕренекенсен 85 ĕçĕ. /Ăсталăха вĕрентекенĕсем - Татьяна Шарковăпа Наталья Петрова/.

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн вырăс тата ют çĕршыв искусствисен уйрăмĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн Петр Петровăн куравĕ уçăлчĕ. Ăна Петр Варфоломеевич 65 çул тултарнă тĕле тус-юлташĕсем йĕркеленĕ. Шел, ÿнерçĕ виçĕ çул каялла пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Курава уçнă май ĕçтешĕсем Петр Петров хăйнеевĕр пултаруллă çын пулнине палăртрĕç. Вăл пурнăçа, тавралăха сăнама юратнине каларĕç. Кун-çул илемне, тунсăхне-савăнăçне астуса юлнă май каярах шур хут çине куçарнă. Ял сăн-сăпатне сăнланă ÿкерчĕк те чылай унăн. Ÿнерçĕ выльăх-чĕрлĕхрен уйрăмах лашана кăмăллани палăрать.

Валентина ПЕТРОВА

Иртнĕ эрнере Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕн, Раççей Ÿнер академийĕн член-корреспонденчĕн, Питĕр ăслăлăхпа искусство академийĕн чăн членĕн Анатолий Рыбкинăн куравĕ уçăлчĕ. Пирĕн ентеш Санкт-Петербургра ĕçлесе пурăнать, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне çитет.

Pages

Subscribe to Курав