Комментари хушас

11 Çурла, 2015

Çăлавçăсен ĕçне çутатакан фотокурав

Çăлавçăсен ĕçĕ - кăткăс та яваплă, çав хушăрах пархатарлă та: вĕсем хăйсен сывлăхĕпе пурнăçĕ хăрушлăха лекме пултарассине пăхмасăр инкекре шар куракансене пулăшма васкаççĕ. Шăпах çакăн пек шухăш çуралчĕ "Раççей МЧСĕ - 25 çулта" куçса çÿрекен фотокуравпа паллашнă май.

Ку фотокурава Шупашкарти Чăваш наци музейĕнче августăн 5-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç, унта çăлав ведомствинче вăй хуракансемпе ветерансем, хулара пурăнакансем хутшăнчĕç. Выставка Раççей МЧСĕн Чăваш Енри уйрăмĕн 25 çулхи историйĕпе паллаштарать. Пирĕн çĕршывра асăннă службăна туса хунăранпа - 1990 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнченпе - питĕ нумай ĕç пурнăçланă. Паянхи кун Раççей МЧСĕ - этем пурнăçне çăлас ĕçри чи кăткăс тĕллевсене татса пама /çутçанталăкăн тата техногенлă хăрушлăхсене сирсе яма, синкер сиенне пĕтерме/ пултаракан вăйлă тытăм. Экспозицире - 50 ытла фотоĕç, çав шутра - аварисемпе катастрофăсен, çăлав операцийĕсен вырăнĕсенче тунă кадрсем* çăлав службин аталанăвĕ çинчен каласа кăтартакан ÿкерчĕксем.

Мероприятие уçнă май Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор Чăваш наци музейĕн директорне Ирина Меньшиковăна тата унта ĕçлекен Вера Шляхинăпа Мария Ивановăна экспозицисене питĕ хăвăрт хатĕрлеме пулăшнăшăн тав турĕ. Вăл çавăн пекех Раççей МЧСĕ 25 çул тултарас умĕн çĕршывра "25 ырă ĕç" акци иртнине, ку курава Чăваш Енри çăлавçăсемпе пушарнăйсен ырă ĕçĕсен пухмачне кĕртме юранине пĕлтерчĕ. Подразделенисен çынна пулăшассипе тата этем пурнăçне сыхласа хăварассипе çыхăннă ĕçне сăнлакан сăнÿкерчĕксене пăхса хăшпĕр ача çăлавçă профессине суйласа илĕ текен шухăша та палăртрĕ генерал-майор.

Раççей МЧСĕн ветеранĕсен республикăри Канашĕн ертÿçин заместителĕ, шалти службăн отставкăри полковникĕ Василий Нягин кураври сăнÿкерчĕксенче нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлнă фронтовик-ветерансем те сăнланнине, ку экспозицисем вĕсен мухтавлă ĕçĕсене яланах аса илтерсе тăрассине каларĕ. Вăл çак выставка çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ пама пулăшнине те пĕлтерчĕ. Василий Нягин уява пушă алăпа килмен: вăл музей директорне фронтовик кутамккине парнелерĕ.

Хĕрлĕ хăйăва касса фотокурава уçнă хыççăн пухăннисене "Служу Отечеству" ансамбль çăлавçăсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă темиçе юрăпа савăнтарчĕ. Экспозицие пăхса тухнă хыççăн пурте асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

"Раççей МЧСĕ - 25 çулта" фотокуравпа кăçалхи октябрь уйăхĕн вĕçĕчченех паллашма май пур. Çак тапхăрта вăл республикăри вĕренÿ тата культура пысăк учрежденийĕсене, суту-илÿ центрĕсене те çитĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.