Чăваш ÿнерĕн мухтавĕ

25 Çурла, 2015

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче уçăлнă черетлĕ курав чăваш профессионал ÿнер искусствине йĕркелесе яраканĕсенчен пĕрин - Чăваш халăх художникĕн, РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн Моисей Спиридоновăн - ячĕпе çыхăннă. Вăл çуралнăранпа августăн 24-мĕшĕнче 125 çул çитет.

Енĕш Нăрваш каччи ялти икĕ класлă шкул хыççăн Хусан çывăхĕнчи Шушурари уйрăм çыннăн - Александр Пушкин саманинчи Е.А.Баратынский поэтăн мăнукĕн К.Н.Баратынскаян - шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Кунта ачасене ÿнер енĕпе вăтам пĕлÿ паракан ятарлă шкула вĕренме кĕмешкĕн хатĕрленĕ. Моисей Спиридоновшăн та усăллă пулнă çакă, Хусанти ÿнер шкулĕ хыççăн вăл Питĕре çитнĕ. Император тытса тăракан Ÿнер академийĕ çумĕнчи ÿнерĕн аслă училищинче вĕреннĕ. Çав вăхăтрах аслă пĕлÿ паракан педагогика курсĕнче те пĕлÿ илнĕ.

Тăван хутлăха таврăнсан Моисей Спиридонович тĕрлĕ ĕçре вăй хунă: Наукăпа культура Канашĕн изоискусствăн кабинетĕнче, Чăваш таврапĕлĕвĕн тĕп музейĕн заведующийĕнче, Чĕлхе, культура, истори енĕпе ĕçлекен ăслăлăхпа тĕпчев институтĕнче, Чăваш АССР Художниксен союзĕн председателĕнче, Шупашкарти ÿнер училищинче, ЧАССР Аслă Канашĕн икĕ созывĕн депутачĕ пулнă... - ÿнер искусствин ăсти тата пултаруллă тĕпчевçĕ пур çĕрте те хăйĕн тÿпине хывнă.

Курава уçма хутшăннисем те шăпах вăл утса тухнă йывăр та пархатарлă, тулли кунçула аса илчĕç.

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн директорĕ Геннадий Козлов çак самант пирки чарăнса тăчĕ: «Паян эпир ĕмĕр пуçламăшĕнчи ÿнер çитĕнĕвне тĕрлĕрен хаклама пултаратпăр, çитменлĕхсем пуррине те пытармастпăр, çапах та малтанхисене мĕн тери йывăр пулнине манас марччĕ. Моисей Спиридоновпа Никита Сверчков чăваш живопиçĕн никĕсне хываканĕсем пулнă», -терĕ.

ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов шухăшĕпе - М.Спиридонов уçса панă çулпа паян унăн вĕренекенĕсем шанчăклă утаççĕ.

- Паянхи курав - пур енĕпе те пĕлтерĕшлĕ, - терĕ вăл. - Экспозицири 150 картинăран кашнийĕнче республикăн вăл вăхăтри таппине, кăмăлне çутатнă.

Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров ÿнерçĕн иртнĕ саманари миссийĕ калама çук пысăк пулнине уçса пачĕ.

Курава Чăваш наци музейĕн фондĕнче упранакан ĕçсемпе те пуянлатнă. Ăна тата Чăваш тĕррин музейне уçма хатĕрленнĕ май музей директорĕ Ирина Меньшикова хăй валли Моисей Спиридонов çинчен çĕннине татах тупнă-мĕн. «Художник чăваш эрешне 40 çул ытла тĕпченĕ. Çĕвĕпе, ун техникипе çыхăннă кашни тĕрленчĕк калама çук кăсăклă. Шел, хăй пурăннă вăхăтра альбом кун çути курайман», - терĕ вăл.

Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Садюков Моисей Спиридоновичпа çывăх хутшăнса пурăннă. Николай Иванович унăн картинисене реставрацилеме те хутшăннă, хальхи вăхăтра вара - художникăн музей-хваттерĕн заведующийĕ. Паллă ÿнерçĕ çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма пултарать вăл. Курава уçнă хыççăн пĕрремĕш экскурсие те вăлах ирттерчĕ.

Çакна палăртса хăвармалла: Спиридонов коммунистсен партийĕнче тăман, анчах республика правительстви унăн шухăшне яланах шута хунă. Çакă чăваш искусствине аталантарас ĕçре пысăк витĕм кÿнĕ. Вăлах Николай Овчинникова çартан демобилизацилеме, институтра пĕлĕвне малалла аталантарма пулăшнă. Алексей Григорьев искусствоведа аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн направленипе Барнаула ĕçлеме яма палăртнă, Моисей Спиридонович ăна та тăван Чăваш Ене таврăнма май туса панă. Алексей Григорьевич вара Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ÿнерпе графика факультечĕ йĕркелесе янă.

Куравпа паллашма кăмăллă. Кунта - чăваш кунçулĕ, историйĕ, культури, йăли-йĕрки. Эпир халиччен пĕлекен самантсем, пирĕнсĕрех аваллăха юлнă шăпасем, пулăмсем... Аслă стройкăсем кăмăла çĕклеççĕ, чăваш хĕрарăмĕсем хирте тырă вырни чуна çывăх. Пĕркенчĕк айĕнчи пике пулас мăшăрне кĕтни чĕрене канăçсăрлантарать.

Портретсем çырас енĕпе те нумай ĕçленĕ художник. Куравра та пур вĕсем. Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн портречĕ сумлă вырăнта çакăнса тăрать. Петр Пет-рович хăй те кăмăллă пулнă-мĕн ÿнерçĕ ĕçĕпе. Спиридонов пирки вара вăл: «Чăваш нацийĕн генийĕ»,- тенĕ.

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.