Курав

20 Пуш, 2015

Император академийĕнче вĕреннĕ хресчен ачи

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче мартăн 13-мĕшĕнче Алексей Кокель çуралнăранпа 135 çул çитнĕ май унăн ĕçĕсен куравĕ уçăлнă.

Геннадий Козлов, музей директорĕ:

18 Пуш, 2015

Искусствăпа туслăх элчи

Чăваш ÿнерçисенчен академи пĕлĕвĕ илнĕ пĕрремĕш çын - Алексей Афанасьевич Кокель. Вăл Патăрьел районĕнчи Турханта 1880 çулта çуралнă. 1916 çултанпа Харьковра ĕçлесе пурăннă, Украинăн пулас художникĕсене çитĕнтернĕ.

20 Нарăс, 2015

Пĕр кадрпах çыннăн кăмăлне кăтартать...

Викторпа Елена Баймяшкинсен çемйи чăмăртаннăранпа - 20 çул. Ку мăшăр илем тĕнчинче пурăнать тесен те йăнăшмастпăр: Виктор - ăста фотограф, Елена - паллă ÿнерçĕ. Ывăлпа хĕр çитĕнет вĕсен. Питĕ туслă çемье. Тăтăшах пĕрле вăйлă юхăмлă шывсем çине ишме çÿреççĕ е пĕр-пĕр экскурсие тухса каяççĕ.

4 Нарăс, 2015

Курăкран та пукане ăсталама пулать

Çĕнĕ Шупашкарти Ачасен искусство шкулĕнче «Кубань тăрăхĕнчи йăлана кĕнĕ пуканесем» курав уçăлнă. Ăна РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей тата Чăваш Ен Художникĕсен союзĕсен членĕ, искусство шкулĕн преподавателĕ Татьяна Шаркова пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

30 Кăрлач, 2015

Педагогсем фото ÿкереççĕ

Вĕрентекенсем пултарулăх тĕрлĕ енне ăша хывма ăста. Çакна нумаях пулмасть Етĕрне районĕнчи 3-мĕш гимназире иртнĕ анлă педканаша хутшăннисем тепĕр хут ĕненме пултарчĕç. Шăпах çак мероприяти тĕлне асăннă вĕренÿ заведенине республикăри вĕрентекенсен хушшинче йĕркеленĕ фотокурава куçарса килчĕç.

Pages