Курав

13 Чÿк, 2014

Ĕненÿпе шанăç, хавхалану кÿрекен пулăм

Культурăпа çутĕç программипе те палăрса тăрать вăл.    Шупашкар тата Чăваш митрополичĕн, Чăваш митрополи пуçлăхĕн Варнавăн пилĕпе ноябрĕн 12-17-мĕшĕсенче тĕп хулари МТВ центрта "Ӳкĕнӳрен Раççей чĕрĕлĕвĕ патне" ятпа Пĕтĕм тĕнчери православи курав-ярмăркки иртет.

13 Чÿк, 2014

Музейра - лĕпĕшсем

Вăрнарти музейра чĕрĕ лĕпĕшсен куравĕ ĕçлет. Вăл куракансемшĕн, уйрăмах ачасемшĕн, питĕ кăсăклă. Çак кунсенче аваллăх управçин директорĕ Елена Шарипова илемлĕ лĕпĕшсемшĕн "анне" пулса тăнă. Вăл вĕсене çитерет, ĕçтерет, çĕнĕ "ăрăва" та йышăнать. Музейра çĕр чăмăрĕ çинчи чи пысăк лĕпĕш - павлиноглазка атлас - çут тĕнчене килни тĕлĕнтермĕш мар-и вара/

13 Чÿк, 2014

Аваллăх управçинче - чăваш эрешĕсем

Авалтан чăваш халăхĕ пултаруллă та ăста тĕрĕçĕсемпе палăрнă. Вĕсем тĕрĕ искусствине упраса хăварма тата чĕртсе тăратма пултарнă.

Халăх йăли-йĕркине, культурине аталантарас тĕллевпе Етĕрнери ÿнерпе тавра пĕлÿ музейĕнче «Хальхи çи-пуç çинче чĕрĕлнĕ чăваш эрешĕсем» курав уçăлнă.

29 Юпа, 2014

Чăваш тĕрри пур чухне...

Иртнĕ эрнере Шупашкарта «Халăх искусстви: актуаллăх. Этнокультура хутшăнăвĕсем. Аталанăвăн çивĕч ыйтăвĕсем» ыйтупа ăслăлăх практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна ЧР Культура министерствипе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен министерстви вăйĕпе йĕркеленĕ.

Pages