Çын ĕçпе илемлĕ
Ĕç çыннин çулталăкне халалласа Кĕçĕн Таяпари культура ĕçченĕсем час-часах тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Ялти клубра чи тăрăшуллисемпе чи хастаррисем валли пысăк кĕтес уйăрнă. «Çын ĕçпе илемлĕ» куравра - тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен професси çыннисен сăнĕсем. Ытарайми чечексен композицийĕнчен куçа илме çук, ăна культура çуртĕнче тăрăшакан Н.Муллина хатĕрленĕ. Ырми-канми, тар тăкса ĕçленĕ асатте-асанне, кукамай-кукаçи сăнарĕсене ялти вулавăшра /ертÿçи С.Агеева/ курма пулать. Курав тĕрлĕ пайран тăрать, пĕринче - ял çыннин кил-çуртĕнчи хатĕр-хĕтĕр, ал ăстисем. Сăмахран, пĕри арлать, тепри çип пĕтĕрет, виççĕмĕшĕ тĕрĕ тĕрлет, тăваттăмĕшĕ кăмакара шаркку пĕçерет. Тепĕр пайра - çĕр ĕçченĕ армантан тырă турттарать, тепĕр лавçи вăрмантан вутă тиесе килет. Кунтах уй-хирте тăрăшсах сухалакана та, ака тăвакана та курма пулать. Ĕç вĕресе çеç тăрать, фермăсенче ĕне сăваççĕ, сысна пăхаççĕ. Кĕтÿç лашасене улăха уçăлма илсе тухать. Утарта Микуç мучи тăрăшсах пыл хурчĕ пăхать, мăшăрĕ ачисене кÿмене лартса упăшкине пулăшма утать. Çак сăнарсене ку тăрăхри хастар вулакансемпе ал ăстисем хатĕрлеме пулăшнă.
Ялти культура ĕçченĕсем алă усса ларма юратмаççĕ. Кĕçĕн Таяпасене кăна мар, таврари ялсене те илемлĕ юрă-ташăпа, тĕрлĕ шÿтпе савăнтараççĕ. Ĕç çыннин çулталăкне халалласа ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕ Л.Колсанов ертсе пынипе «Ĕç çыннине мухтаса юрлар халĕ савăнса» литературăпа музыка композицийĕн анлă программине хатĕрленĕ. Вăл тĕрлĕ жанрпа пуян. Пĕрремĕш пайра - професси ĕçченĕсене мухтаса та ырласа хатĕрленĕ сăвă-юрă, иккĕмĕшĕнче - кинофильмсенчи юрă-ташă. Куракансене уйрăмах «Салампи» тата «Ĕмĕт» ансамбльсен юррисем килĕшеççĕ. «Шăпăрлан», «Энергия», «Крис» ушкăнсем илемлĕ ташăсемпе савăнтараççĕ. Пĕччен юрлакансем - Н.Павлова, К.Бахомова, А.Маркова, Э.Иванова, З.Ефремова тата пĕртăван Муллинасем - хăйсен шăпчăк сассипе чуна тыткăнлаççĕ. З.Бахомова тата Г.Григорьева кулăш ăстисен шÿчĕсенчен залри халăх ахăлтатсах кулать. Арçынсен ушкăнĕ «Елизавета» юрăпа тĕлĕнтерет. Нумаях пулмасть пултарулăх ушкăнĕ Таяпа Энтрине çитсе килчĕ. Куракансен ячĕпе вырăнти артистсене хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Е.Петрова ăшă сăмахсемпе тав турĕ, пултарулăх ушкăнĕн ăсталăхĕ кунран кун пуянланса пынине палăртрĕ.
Глафира ГРИГОРЬЕВА.
Елчĕк районĕ.
Комментари хушас