Криминал

15 Ака, 2014

8 çуллăха хупнă

Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче Шупашкар варринче вырнаçнă ювелир лавккинче пулнă çак преступлени тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕччĕ. Кăнтăр кунĕнче, ытла та сĕмсĕр... Халь приговор та паллă.

Лавккана вĕсем иккĕн кĕнĕ. Хăйсемпе пĕрле илсе килнĕ мăлатукпа витрина кантăкне çапса ватнă та сутуçăсен умĕнчех ювелир изделийĕсене сумкăна тултарнă - пĕтĕмпе 10 млн ытла тенкĕлĕх. Самантрах тухса тарнă.

19 Пуш, 2014

Упăшкине - укçа тÿлесе...

Мăшăр час-часах харкашнă та - арăмĕ çакăншăн упăшкине тĕп тума шут тытнă. Ăна вĕлерме киллера тара тытнă.

Следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ çак тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă ĕнтĕ. Вăл тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх - 35 çулти хĕрарăм 46-ри упăшкине вĕлерме хатĕр çынна Интернетри социаллă сетьсенче тупнă. Хак пирки калаçса татăлнă - 2 пин евро. «Киллерпа» темиçе хут тĕл пулнă, ăна 10 пин тенкĕ аванс тÿленĕ, ыттине саккаса пурнăçланă хыççăн татма шантарнă.

18 Пуш, 2014

Юратрăм сана...

Поэтсем «юратупа» «ыратăва» ахальтен рифмăламаççĕ çав. Ыратăвĕ юратупа юнашарах. Тепĕр чух - вилĕм те... Следстви комитечĕн Шупашкарти пайĕ тĕпчесе пĕтернĕ уголовлă ĕçри тĕслĕх - шăпах çак ретрен.

22 çулти хĕр 25-ри савнийĕпе Шупашкарти Çĕнтерÿ урамĕнчи пĕр çуртра пурăннă. Çав кун вĕсем аптекăран 300 грамм темле эмел туяннă, ăна шывпа хутăштарнă та - 1,5 литр эрех хатĕр. Иккĕшĕ пĕрле ĕçнĕ. Эрехпе хĕрсе хăюланнă пулас та - хĕр савнийĕнчен уйрăлас кăмăлне пĕлтернĕ. Каччă вара яхăнне те яман - юратать вĕт!

18 Пуш, 2014

Ĕçтешĕсене пулăшнă

Инçетри ĕçтешĕсене - Екатеринбург полицейскийĕсене. Шăпах вĕсем Чăваш Енĕн йĕркелĕх хуралçисенчен преступнике тупма пулăшмашкăн ыйтнă.

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Екатеринбургра такам пĕр автомашинăран пысăк укçа, 800 пин тенкĕ, вăрланă. Сыщиксем 33-ри арçын йĕрĕ çине ÿкнĕ, вăл Уралтан Чăваш Ене килни пирки информаци илнĕ. Кунта, Патăрьел районĕнче, унăн тăванĕсем пурăнаççĕ-мĕн.

Pages