Камера ăçта?

19 Пуш, 2014

Полицирен 25 çулти хĕрарăм пулăшу ыйтнă: такам Шупашкарти Боголюбов урамĕнчи унăн хуралти çине вырнаçтарнă видеосăнав камерине вăрласа кайнă иккен.

Юнашарах çак хĕрарăмăн çĕнĕ çурчĕн строительстви пырать - камерăна çавăнпа çакнă ĕнтĕ. Вăрăсенчен сыхланас тенĕ, анчах камера хăй преступлени объекчĕ пулса тăнă. Тĕрĕслев ирттернĕ май полицейскисем хĕрарăмăн компьютерĕнчи диска илнĕ. Видеосăнав камерин ÿкерчĕкĕ шăпах компьютер çине тухать те - «вăрă» унта сăнланса юлнă. Хĕрарăм иккен! Лайăх курăнать: акă вăл хуралтă çумне пусма тăратать, ун тăрăх хăпарса видеокамерăна вăтăрса илет. Камера хуçи ăна палласа илнĕ: упăшкин пĕрремĕш арăмĕ!

Полици çав çынна тупнă. Шупашкартах пурăнакан 26 çулти хĕрарăм тунса тăман: вăл упăшки пулнăскере тавăрас шутпа çапла хăтланнă. Анчах камерăна вăрламан, ăна татса илнĕ хыççăн унтах юр ăшне ывăтса хăварнă-мĕн. Çапах пакунлисем техникăна тупайман, çавна май «вăрлани» статьяпах уголовлă ĕç пуçараççĕ-тĕр.


К.АНТОНОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.