Криминал

22 Утă, 2014

Химиксен хулинчи перкелешÿ

Пăтăрмах вырсарни кун ирхине 4 сехет тĕлнелле пулнă.

Паллă мар çынсем «Ауди А8» автомобильпе Çĕнĕ Шупашкарти Женя Крутова урамĕнчи каçхи клуб патне пырса чарăннă та унта тăракан çамрăксене тĕллесе хĕç-пăшалтан пенĕ. Çакăн хыççăн вырăнтан пăрахса тарнă.

Тăватă çын, 22-27 çулсенчи çамрăксем, суранланнă, вĕсене больницăна ăсатма тивнĕ. Мĕншĕн тата, чи кирли, камсем пенĕ/ Хуравĕсем çук-ха. Полици преступниксене шырать. Çак пăтăрмах пирки мĕн те пулин пĕлекенсене 23-80-02 е 02 телефонсемпе шăнкăравлама сĕнеççĕ.

К.АНТОНОВ

2 Çĕртме, 2014

Гранатăллă... упăте

ПАИ инспекторĕсем наркотикпе минренĕ водителе тытса чарнă. Ку çеç те мар: унăн машинин салонĕнче çарта усă куракан взрывпакетсем тупнă. Чăннипех гранатăллă упăте вĕт - урăхла калаймăн!

29 Çу, 2014

Явап тытма вăхăт

Юсанмалли 3-мĕш колонирен ристан тарнă /ăна тытни çинчен эпир пĕлтернĕччĕ/ тĕслĕхе тĕпчеççĕ кăна-ха - унăн айăплав вăхăчĕ хушăнасси куç кĕрет. Анчах следстви çакăнпа кăна çырлахмасть: Следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ пăтăрмах тĕлĕшпе ИК-3 сотрудникĕ пирки уголовлă ĕç пуçарнă.

Тĕрĕссипе, çав сотрудник колонире ĕçлемест ĕнтĕ, ăна ĕçрен хăтарнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх - вăл, колонин сăнав вышки çинче пулнă часовой, ристан юсанмалли учреждени территорийĕнчен тарнине курнă, анчах çакна сирсе яма мерăсем йышăнман: асăрхаттарса çÿлелле те, таркăна тĕллесе те пемен.

27 Çу, 2014

Таркăна тытнă

28 çулти Роман Сидорова, çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче ФСИНăн республикăри управленийĕн юсанмалли 3-мĕш колонийĕнчен тарнăскере, иртнĕ шăмат кун каçхине тытса чарнă.

Паллах, шыравăн пĕтĕм вăрттăнлăхне уçса памаççĕ, Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - таркăна асăннă колони сотрудникĕсем засада йĕркелесе Çĕнĕ Шупашкарти груз юхан шыв порчĕн территорийĕнче тытнă. Сидоров право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсене хирĕç тăнă-мĕн. Вĕсенчен пĕрне уринчен чукмарпа çапнă.

27 Çу, 2014

«Иж», мĕнлерех!

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Улатăр районĕн çамрăкĕ «Иж-Планета» мотоциклпа ашшĕ патне кайнă. Анчах ун патне çитеймен, çул пылчăклă пулнипе транспорт хатĕрне тепĕр урамра лартса хăварма тивнĕ.

Pages