«Иж», мĕнлерех!

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Улатăр районĕн çамрăкĕ «Иж-Планета» мотоциклпа ашшĕ патне кайнă. Анчах ун патне çитеймен, çул пылчăклă пулнипе транспорт хатĕрне тепĕр урамра лартса хăварма тивнĕ.

Каçа хирĕç таврăннă та - мотоцикл çук. Çĕр çăтнă тейĕн! Полицирен пулăшу ыйтнă. Пакунлисемпе калаçнă май вăл аса илнĕ: ашшĕ патĕнче чухне ун патне пĕлĕшĕсем, пиччĕшĕпе шăллĕ, кĕнĕ. Вĕсенчен пĕри ахальтен тенĕ пек кăсăкланнă: мотоциклу ăçта - хапха умĕнче курăнмасть... Çамрăк çын ăна тепĕр урамра хăварни пирки каланă. Ун чух апла-капла шухăшлама, пĕлĕшĕсем усал шухăш тытнине тавçăрма пултарайман çав. «Иж» çухалнă хыççăн тин хайхискерсем çак информаципе усă курма пултарни пирки иккĕленÿ çуралнă.

ШĔМĕн Улатăрти пайĕн следователĕ Алина Чехонина каланă тăрăх - маларах та судпа айăпланнă пĕр тăвансем айăпне тÿрех йышăнман. Кире поселокĕнчи участковăй Андрей Чевеляк вăрланă мотоцикла /сăн ÿкерчĕкре/ ял хĕрринче тупсан тин следствин йывăр лавĕ вырăнтан хускалнă. Пĕр тăвансенчен пĕри транспорт хатĕрне вăрласа кайнине йышăннă. 25 çултискер вăрланăшăнах колонире ларса тухнăранпа çулталăк та çитмен-ха, халь ав ун пирки каллех уголовлă ĕç пуçарнă.

Анчах мотоциклĕ тупăннăшăн савăннă çамрăкăн та пăшăрханма сăлтав пур. «Ижа» вăл çирĕплетнĕ йĕркепе регистрацилемен иккен. Çавăнпа унăн та полици умĕнче тÿрре тухма тивет...

Ольга АНДРИЯНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.