Явап тытма вăхăт

Юсанмалли 3-мĕш колонирен ристан тарнă /ăна тытни çинчен эпир пĕлтернĕччĕ/ тĕслĕхе тĕпчеççĕ кăна-ха - унăн айăплав вăхăчĕ хушăнасси куç кĕрет. Анчах следстви çакăнпа кăна çырлахмасть: Следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ пăтăрмах тĕлĕшпе ИК-3 сотрудникĕ пирки уголовлă ĕç пуçарнă.

Тĕрĕссипе, çав сотрудник колонире ĕçлемест ĕнтĕ, ăна ĕçрен хăтарнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх - вăл, колонин сăнав вышки çинче пулнă часовой, ристан юсанмалли учреждени территорийĕнчен тарнине курнă, анчах çакна сирсе яма мерăсем йышăнман: асăрхаттарса çÿлелле те, таркăна тĕллесе те пемен.

Ĕç-пуç часовоя явап тыттарнипе кăна вĕçленмест. СК управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - служба дисциплинине пăснăшăн юсанмалли асăннă учрежденин 6 сотрудникне ĕçрен хăтарма йышăннă, тата 19 çынна /çав шутра - ФСИНăн республикăри управленийĕн сотрудникĕсем те/ дисциплина енĕпе явап тыттарнă.

Н.ДМИТРИЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.