Комментари хушас

Поэтсем «юратупа» «ыратăва» ахальтен рифмăламаççĕ çав. Ыратăвĕ юратупа юнашарах. Тепĕр чух - вилĕм те... Следстви комитечĕн Шупашкарти пайĕ тĕпчесе пĕтернĕ уголовлă ĕçри тĕслĕх - шăпах çак ретрен.

22 çулти хĕр 25-ри савнийĕпе Шупашкарти Çĕнтерÿ урамĕнчи пĕр çуртра пурăннă. Çав кун вĕсем аптекăран 300 грамм темле эмел туяннă, ăна шывпа хутăштарнă та - 1,5 литр эрех хатĕр. Иккĕшĕ пĕрле ĕçнĕ. Эрехпе хĕрсе хăюланнă пулас та - хĕр савнийĕнчен уйрăлас кăмăлне пĕлтернĕ. Каччă вара яхăнне те яман - юратать вĕт!

Хирĕçсех кайнă. Хĕр вара сĕтел çинчи çĕççе илнĕ те йĕкĕте кăкăрĕнчен чикнĕ. Чĕринчен лектернĕ - вилмеллех. Ÿсĕр хĕр çакăн хыççăн çывăрма выртнă. Савнийĕ вилнине вăл ирхине тин ăнланса илнĕ.


Н.КОНОВАЛОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.