Комментари хушас

19 Пуш, 2014

Упăшкине - укçа тÿлесе...

Мăшăр час-часах харкашнă та - арăмĕ çакăншăн упăшкине тĕп тума шут тытнă. Ăна вĕлерме киллера тара тытнă.

Следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ çак тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă ĕнтĕ. Вăл тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх - 35 çулти хĕрарăм 46-ри упăшкине вĕлерме хатĕр çынна Интернетри социаллă сетьсенче тупнă. Хак пирки калаçса татăлнă - 2 пин евро. «Киллерпа» темиçе хут тĕл пулнă, ăна 10 пин тенкĕ аванс тÿленĕ, ыттине саккаса пурнăçланă хыççăн татма шантарнă.

Çак кунсенче тепĕр тĕл пулу иртнĕ - арçынна вĕлернине ĕнентермелле, тÿлевĕн юлнă пайне илмелле пулнă. «Киллер» ролĕнче кам пулнине чухларăр пуль, çавна май ку хутĕнче хĕрарăма полици тытса чарнă.

Хăй ăнлантарнă тăрăх - упăшки ăна пĕрле Вологда облаçĕнче пурăннă чухнех тарăхтарса çитернĕ, çавăнпа вĕлерттерес тенĕ. Хĕрарăмăн пĕчĕк икĕ ача пуррине кура хальлĕхе ăна хупса хуман, ниçта та тухса каймалла мар алă пустарнипе çырлахнă. Уголовлă ĕçе малалла тĕпчеççĕ.


К.НИКОЛАЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.