Комментари хушас

Инçетри ĕçтешĕсене - Екатеринбург полицейскийĕсене. Шăпах вĕсем Чăваш Енĕн йĕркелĕх хуралçисенчен преступнике тупма пулăшмашкăн ыйтнă.

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Екатеринбургра такам пĕр автомашинăран пысăк укçа, 800 пин тенкĕ, вăрланă. Сыщиксем 33-ри арçын йĕрĕ çине ÿкнĕ, вăл Уралтан Чăваш Ене килни пирки информаци илнĕ. Кунта, Патăрьел районĕнче, унăн тăванĕсем пурăнаççĕ-мĕн.

Патăрьел полицийĕн пуçлăхĕ Владимир Чурбанов пĕлтернĕ тăрăх - чăваш полицейскийĕсем инçетрен килнĕ ĕçтешĕсене преступник ăçтине тупса палăртма пулăшнă. Лешĕ куккăшĕн автомашинипе çÿренĕ иккен. Тивĕçлĕ ориентировка илнĕ хыççăн ведомство тулашĕнчи хурал нарячĕ таркăна, вăрланă укçапа Канаша машина туянма каймашкăн çула тухнăскере, тытса чарнă. Укçи те - çумĕнчех.


К.АНТОНОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.