Кил ăшши

Чăвашкассинчи Макаровсене пĕр калăпран тунă çăпатапа танлаштарас килет: арăмĕпе упăшки пĕр-пĕрне ăнланса вун улттăмĕш çул пĕрле пурăнаççĕ. Çемье çирĕп те тĕреклĕ пулни мăшăрпа калаçнинченех сисĕнчĕ. Вĕсем çÿпçипе хупăлчи пекех, ку арçын, ку хĕрарăм ĕçĕ тесе пайламаççĕ, килĕштерсе кун кунлаççĕ.

Пирĕн республикăра ют ачасене хăйсен хÿттине илнĕ çемье сахал мар. Пĕрисем икĕ е ытларах шăпăрлана тăван ачи пек ÿстереççĕ. Хăшĕ-пĕрин ырă ĕç тунă çынсене сивлеме чĕлхи çаврăнать. Вĕсен шухăшĕпе - ачасене укçа-тенкĕшĕн илнĕ имĕш. Анчах Çĕр çинче утакан-чупакан пĕчĕк чуна нухратпа епле виçейĕн?

Паян Чăваш Енри нумай çамрăк ĕç шыраса Мускава, Питĕре е тата ытти хулана тухса каять. Ĕç укçи тивĕçтерменнипе çыхăннă ку. Красноармейски районĕн Çамрăксен канашĕ пĕлтернĕ тăрăх - кунта, ытти районпа танлаштарсан, ĕçлекен çамрăксен йышĕ 50% таран. Сăлтавĕ - салара газ уçлакан станци тата строительство тăмĕн завочĕ пурри. Район администрацийĕнче те, шкулсемпе ача сачĕсенче те çамрăк специалистсем вăй хураççĕ.

Pages

Subscribe to Кил ăшши