Ачана хÿтте илни - пархатарлă
Пĕчĕк ачаран пысăк çын тăвас тесен ашшĕ-амăшне мĕн чухлĕ чăтăмлăх, вăй-хал кирлĕ. Ача урăх çемьере çуралнă пулсан, хăйĕн пурнăçĕнче çамрăклах ашшĕ-амăшĕ кÿрентернине тÿсме тивнĕ, лăпкăлăхпа çепĕçлĕхе туйман, йĕркеллĕ апат çисе курман тăк - мĕн тумалла? Ачан чĕрине мĕнле çемçетмелле, юратăвне мĕнле çĕнсе илмелле? Ача усрава илнĕ çынсем кашни кунах çакăн евĕр ыйтусемпе тĕл пулаççĕ, вĕсен хуравне куллен шыраççĕ.
...Тури Çĕрпÿкасси шкулне çитрĕмĕр. Кулленех 30 çухрăма хыçа хăварса Етĕрне районĕнчен çак шкула васкакан çамрăк директор Андрей Михайлович Иванов пире хапăл туса кĕтсе илчĕ. 17 ĕçченрен, 35 вĕренекенрен тăракан пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул коллективне ертсе пырать вăл. Кунта ĕçлекенсенчен 35 проценчĕ пурнăçра йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачасене хăйсен хÿттине илнĕ. Тĕрлĕ вырăнти ачасене усрава тата опекăна илнипе шкулта вĕренекенсен хисепне ÿстернĕ.
Шкулта хуралçăра ĕçлекен Михаил Викентьевичпа Надежда Николаевна /килти хуçалăхра ĕçлет: выльăхсемпе аппаланать, сĕт сутма çÿрет/ Ярандайкинсен пĕтĕмпе сакăр ача. Тăваттăшне вĕсем пурнăç çулĕ çине кăларнă ĕнтĕ, вĕсем халĕ хăйсем çемьеллĕ, ашшĕ-амăшне мăнуксем парнелеме те ĕлкĕрнĕ. Ачасене юратакан ашшĕ-амăшĕн килĕнче халĕ тата тăватă ача çитĕнет. 7-мĕш класра вĕренекен Вадим Фомина Ярандайкинсем опекăна илнĕ, 6-мĕшпе 7-мĕш класа каякан пĕртăван Юльăпа Никита Васильевсене тата 1-мĕш класри Рома Петрова пĕчĕклех усрава илнĕ. Надежда Николаевна вĕсене чунтан юратать, май пур таран лайăх пăхма, тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшать. Сывлăхĕсем çирĕп пулччăр тесе апат хатĕрленĕ чухне таса çимĕçпе усă кураççĕ. Ачисем те маттур, ашшĕ-амăшне мĕнпе те пулин савăнтарма васкаççĕ. Светлана Васильевна Мурайкина ертсе пыракан шкулти фольклор кружокне çÿреççĕ.
Елизавета Николаевна Иванова шкулта делопроизводительте нумай çул вăй хурать. Унăн та тăван ачисем çитĕннĕ. Ырă кăмăллă хĕрарăм 8-мĕш класра вĕренекен Владимир Субботиншăн чăн амăшĕ пекех, арçын ачашăн ăш пиллĕхне шеллемест, тивĕçлĕ воспитанипе тарăн пĕлÿ илсе, çемье ăшшине туйса ÿстĕр тесе тăрăшать.
Пĕлÿ çурчĕ çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен «Улыбка» ушкăнĕнче воспитатель пулăшуçинче ĕçлекен Альбина Георгиевна Иванова - нумай ачаллă амăшĕ. Мăшăрĕпе, Николай Петровичпа, пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. Колхоз арканиччен мăшăрĕ нумай çул трактористра вăй хунă, халĕ аякка ĕçлеме çÿрет. Ывăлĕсем виççĕшĕ те çĕр-шыв умĕнчи çар тивĕçне пурнăçланă. Халĕ ялта ĕç вырăнĕ çук пирки икĕ ывăлĕ ашшĕ çулне суйласа стройка ĕçĕпе аякка кайса нухрат тăваççĕ. Алексей электромеханика техникумĕнче, çарта пулнă хыççăн, вĕренĕвне малалла тăсать. Лена Шупашкарти коопераци техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Кĕçĕнни, Наташа, 5-мĕш класра вĕренет. Ивановсем ăна юлташа Настя ятлă хĕр пĕрчие усрава илнĕ. Иккĕшĕ пĕр класра вĕренеççĕ, туслă пурăнаççĕ. Настя вĕренÿре «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Икĕ хутлă хăтлă çуртра, тулли çемьере вăл хăйне пĕртте кичем туймасть. Ивановсен картиш тулли выльăх-чĕрлĕх: виçĕ ĕнепе виçĕ вăкăр, кроликсем... Кунта пурнăç вĕресе тăнине кура ача ĕçе хăнăхса ÿсет.
- ...Улатăрти ачасен çуртне ача пăхма кайнăччĕ эпир. Паллах, кучченеçсем те туллиех илнĕччĕ. Çавăн чухне Настьăна курсан чун хускалчĕ темелле. Амăшĕсĕр тунсăхланăскер чĕр куççи çинчен ниепле те анасшăн пулмарĕ. Вара эпĕ: «Пирĕнпе пыратăн-и?» - тесе ыйтрăм. Настя хирĕç маррине пĕлтерчĕ. Вăт çапла вара хамăрпа пĕрле илсе килтĕмĕр...», - аса илет халĕ Альбина Георгиевна.
Ачасене 30 çул ытла вĕрентекен Алевтина Ильинична Скворцова, çавăн пекех кĕçĕн классене 15 çул ытла пĕлÿ çулĕпе ертсе пыракан Светлана Владимировна Лукина çемйисенче те пĕрер арçын ача çитĕнет. Николайпа Сергей шкулта тăрăшуллă, шкул директорĕ ертсе пыракан пăрахут кÿлеписене ăсталакансен кружокне çÿреççĕ.
Тури Çĕрпÿкассинчи Тамара Ивановнăпа Виктор Анатольевич Устиновсене ял-йышра сăпайлă, ĕçчен пулнипе пĕлеççĕ. Пултаруллă кил хуçи хресченпе фермер хуçалăхне йĕркелесе ярасшăн тăрмашать. Çакна валли вĕсен пĕтĕмпех пур темелле: ĕçлес кăмăлĕпе вăй-халĕ, выльăх-чĕрлĕхĕ... Мăшăр виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Иккĕшĕ халĕ аякра, кĕçĕнни шкула çÿрет. Ăна кичем ан пултăр тесе мăшăр сакăр çул каялла усрава ача илме шухăшланă. Анчах унăн пĕртăванĕсем, пиччĕшĕпе пĕчĕк йăмăкĕ, пуррине пĕлсен вĕсене те хăварман. Халĕ Устиновсен килĕнчен шкула тăваттăн çÿреççĕ. Ачасен кашнийĕн хăйĕн туртăмĕ пур: юрлама, сăвă çырма юратаççĕ, спортпа туслă.
Çакăн пек таса та ырă чунлă, сăпайлă та ĕçчен ашшĕ-амăшĕпе, маттур ачасемпе пуян Тури Çĕрпÿкасси ялĕ. Тĕрлĕ шăпаллă ачасене çунат айне пуçтарса, лăпкаса ÿстерсе пархатарлă ĕç тăваççĕ ку тăрăхри çынсем. Ырă туни ырăпа таврăнасса шанас килет.
Хĕрлĕ Чутай районĕ.
Алина Карпова
сăн ÿкерчĕкĕсем